Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Краеведени урокне пынă ачасем Тури Туçа шкулĕнчен вĕренсе тухнă паллă ентешсен пурнăçĕпе паллашрĕç

13:00 22 декабря 2020 г.

Тури Туçа шкулĕ Патăрьел тăрăхĕнче чи ватă шкулсенчен пĕри. Кăçалхи çул раштавăн 16-мĕшĕнче ăна хута яни 180 çул çитрĕ. Кам кăна вĕренсе тухман –ши кунтан: çĕр ĕçченĕ, рабочий, инженер, экономист, учитель, врач, артист, поэт, писатель, журналист,  ученăй…. Пурне асăнса та тухаймастăн. Хăйĕн 180 çулхи ĕмĕрĕнче вăл пĕрре те хупă тăман. Раççейри ялти пĕр шкултан икĕ Совет Союзĕн Геройĕ тухнисем те çукпа пĕрех. Туçа шкулĕ вара Совет Союзĕн Геройĕсемпе,  С.А.Андреев тата П.Е.Кузнецовпа, тивĕçлипе мухтанать.

Паллах, тăван тăрăха пĕлмесен пирĕн пуласлăх та   çук. Çавна пĕлсе тăрсах-ши Г.Ф.Мулюков, хăй пурăннă вăхăтрах, Туçа чиркĕвĕн, шкулăн, ялăн историйĕсене тĕпчесе «Пирĕн ял» ятпа икĕ кĕнеке кăларнă. Ку Туçа шкулĕшĕн калама çук пысăк тупра. Г.Ф. Мулюковăн ĕçĕсене пăхса Александр Салмин, Юрий Перепелкин, Валентина Яковлева та хăйсен ял историне çырса кун çути кăтартрĕç.

 Ученăй, профессор ятне илнĕ çынсен ячĕсем те шкулта хисепре. Кам пĕлмест Антон Салмин, Галина Брусова ĕçĕсене.

Туçа шкулĕ çыравçăсемпе те паллă: Марина Карягина, Арсений Тарасов, Раиса Воробьева, Вăрăм Палюк сăввисемпе калавĕсем тахçанах чăваш литературинче паллă вырăн йышăнаççĕ.

Мария Уфукова, Мария Табакова, Галина Мулюкова кăларнă кĕнекесене те ял çыннисем пысăка хурса хакларĕç.

 Çак ĕçсемпе паллашрĕç паян краеведени урокне пынă Тури Туçа шкулĕнче вĕренекенсем библиотекара.  Итлеме кăмăллă пулчĕ. Яковлева В.П. тата Овечкина И.Г. каласа панисем те ачасен чÿнĕсене тыткăна илчĕç.

Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная библиотечная система" Батыревского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика