Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Аслă ÿсĕмри юлташăмăрсене саламларĕç. Сиделинский б/п

10:05 02 октября 2020 г.

Юпа уйăхĕн пĕрремĕшĕнче тĕнчипех аслă çулти чи ăслă та маттур асатте-асаннесене, кукамайсемпе кукаçисене чысламалли кун. Çак уява халалласа ял-хуласенче тĕрлĕ ĕç-пуç ирттереççĕ.         

Сител ял клуб таврашĕнче те аслă ÿсĕмри юлташăмăрсен ячĕпе мероприяти пулчĕ. Палăртмалла, йĕркелÿçĕсем, Ирина Лякова культорганизатрпа Оксана Хомуткина библиотекарь çак уява паянхи лару-тăрупа килĕшÿллĕн тата пур хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнса ирттерчĕç.         

Кунта пыма кăмăл тунисене чăн пирваях çак кун ячĕпе Аслă Арапуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Федоров, Аслă Арапуçĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем Николай Васильевпа Александр Иванов, Аслă Арапуçĕнчи культура çурчĕн директорĕ Розалия Ефимова ăшă та чуна çывăх ырă сăмахсемпе саламласа канлĕ ватлăх, çирĕп сывлăх, çемье ăшши сунчĕç. Яланах пĕр май чирлемесĕр савăнăçлă кăмăлпа пурăнмалли пирки каларĕç. Ял тăрăх пуçлăхĕ çавăн пекех Патăрьел район депутатсен Пухăвĕн депутачĕн Юрий Николаевичăн саламне те чи сумлă та хисеплĕ çыннăмăрсем патне илсе çитерчĕ.         Уява пухăннисене хĕрарăмсем тĕрлĕ илемлĕ юрăсем шăрантарса саламларĕç. Çавăн пекех çамрăк чухнехине аса илтерсе савăнăçлă туйăм парнелерĕç. Асатте-асаннесемпе кукаçи кукамайсем тавçăрулăх конкурсне те хаваспах хутшăнса тĕрĕс хуравсем пама пултарчĕç.       

Сител ялĕн культура ĕçченĕсем уява çитеймен сакăр вуннăран иртнĕ ватăсене çак кунах килĕрен киле çÿресе саламларĕç. Ятарласа вĕсен ячĕпе тунă салам открыткипе чечек çыххипе савăнтарчĕç, пурне те ырă кăмăл парнелесе хаваслантарчĕç.       

Ялти пĕртен-пĕр сывă вăрçă ветеранне Василий Лякова та манса хăвармарĕç çак кун. Ун патне те килне çитсе уявпа саламланă май «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика парти парса янă парнине Аслă Арапуçĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Николай Васильев культура ĕçченĕсемпе пĕрле çитерсе савăнăçлă лару-тăрура чысларĕç.       

Аслă ÿсĕмри юлташăмăрсем хăйсем патне питĕ пысăк тимлĕх уйăрнишĕн, хисепленишĕн чунтан хĕпĕртерĕç, тав сăмахĕсем калама та манмарĕç. Çакна вĕсен сăн-питĕнчи ăшă йăл-кулли те яр уççăнах çирĕплетет, йĕркелÿçĕсене малалла хавхаланупа ĕçлеме хавхалантарать.

Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная библиотечная система" Батыревского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика