Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » "Мир ялавĕ çĕклен çÿлерех!" Сиделинский б/п

08:39 10 мая 2020 г.

Тăватă çул кĕрлерĕ вăрçă шавĕ

Вутра çунан Европа çийĕпе.

Тăван çĕршыв салтакĕсен мухтавĕ

Çĕкленчĕ çав вутри çĕнтерÿпе.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи чаплă çĕнтерÿпе вĕçленнĕренпе 75 çул çитрĕ. Хаяр вăрçă тăватă çул кĕрлерĕ. Тĕнче историйĕшĕн 4 çул кĕске вăхăт, самант çеç. Раççей халăхĕшĕн вара – нихçан та асран тухми тапхăр.         

Кашни ял-хулари евĕрех Сител ялĕнче те çак уява манса хăвармарĕç. Майăн 9-мĕшĕнче культура ĕçченĕсем тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăррăн пуçĕсене хунă ентешĕмĕрсене асăнса лартнă палăк умне тухрĕç. Оксана Хомуткинăпа Ирина Лякова çак паттăрсене пурнете ятран аса илчĕç, вĕсемпе тата ытти салтаксемпе мăнаçланса сăвăсем вуларĕç. Унтан çак тата ытти миллионшар вăрçăран таврăнайман хÿтĕлевçĕсене пĕр минут шăп тăрса чыс турĕç.          

Аслă Арапуç ял тăрăх пуçлăхĕ Владимир Федоров Аслă Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе салам сăмахĕсем каларĕ. Яланах мирлĕ пурнăç пултăр тесе сунчĕ. Вăрçăран тăван ялăн таса та уçă сывлăшĕпе каялла таврăнса сывлайман паттăрсене чыс туса палăк умне венок хучĕ. Сител депутачĕсем Юрий Степановпа Николай Вазенков та малашнехи кун-çулăмăр яланах тăнăç тăтăр тесе Çĕнтерÿ ячĕпе саламларĕç. Вĕсем ялти сывă ветерана Василий Лякова сывлăхлă пулма сунса миршĕн тав турĕç.      

Халăха Çĕнтерÿ парнеленишĕн

Савăнăç, ырлăх туллишĕн, телейшĕн,

Тĕнчери, тÿпери сар хĕвелшĕн

Тав сана, çĕнтерÿçĕ салтак!

Мирлĕ куншăн, кун лăпкă çутишĕн,

Пурнăçа вилĕмрен хăтарнишĕн

Тав сана, çĕнтерÿçĕ салтак-ветеран!

Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная библиотечная система" Батыревского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика