Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Çитрĕ, çитрĕ Çăварни!» Сиделинский б/п

09:23 26 февраля 2020 г.

Шăнкăрав сасси янăрать,

 Çамрăк-кĕрĕм савăнать.

Çăварни килет çич кунлăх

Ма килмест-ши çĕр кунлăх?

   Чăнах та, юрă-ташăллă çăварни эрнине пуринте нумая тăсас килет. Ара çак мĕн ĕлĕкрен пыракан йăла-йĕркене тĕпе хурса иртекен уяв кунĕсем чи хаваслисем-çке. Кунта ватти-вĕтти савăнать. Акă Аслă Çăварни кунĕнче Сител халăхĕ те çак асатте-асаннесенчен килекен праçнике анлăн паллă турĕç. Ялти мĕн пур çын унта савăнма тухма кăмăллă пулнăран уяв çÿллĕ шайра иртрĕ.        

    Мероприяти кĕвĕ-ташăпа пуян пулчĕ. Сителти маттур та пултаруллă хĕрарăмсен ушкăнĕ илемлĕ те илĕртÿллĕ юрăсем шăрантарса курма килнисене савăнтарчĕç. Владимир Верликов купăсне питĕ ăста каланăран ялти артистсем юрланă кĕвĕсем тата та хитререх илтĕнчĕç. Маттур гармонист сителсене чăваш ташшине те нумай вăхăт хушши ташлаттарма ÿркенмерĕ. Çавăн пекех уява спорт вăййисем пуянлатрĕç . Унта çынсем гире пуканĕ йăтса, михĕпе чупса, калуш ывăтса, тулли тырă мишукĕсене йăтса, вĕрен туртса пĕр-пĕринпе тупăшрĕç. Вĕсем пурте пĕрле пухăнса юрлама та вăйă выляма та аваннине палăртса хастар хутшăнчĕç Çăварнине.     

  Уяв ячĕпе Сителсене Аслă Арапуçĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Юрий Степанов, ООО «Сидели» ял-хуçалăх пĕрлешĕвĕн ертÿçи Александр Иванов, Аслă Арапуçĕнчи культура çурчĕн ертÿçи Розалия Ефимова, библиотекарь Оксана Хомуткина, культура ĕçченĕ Ирина Лякова Çăварни ячĕпе саламласа яланах çапла пĕрле савăнмаллине палăртрĕç.       

  Уяв хĕл карчăкне çунтарса ăсатнипе, çĕнтерÿçĕсене парнесемпе чысланипе, лотореяпа вĕçленчĕ. Эпир ял старостине, депутатсемпе, ялти хĕрарăмсемпе çамрăксене, ертÿçĕсене уява ирттерсе яма пулăшнишĕн чун чĕререн тав тăватпăр.

Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная библиотечная система" Батыревского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика