Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Тăван Атăл» каймасть алăран! Сиделинский б/п

10:09 27 января 2020 г.

Эпир çĕнĕ самана тапхăрĕн çыннисем. Пирĕн пурнăçра çĕнĕ технологисемпе интернет питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнаççĕ. Вĕсемсĕр пĕр кун та кунлама май çук. Çак смартфон, айфон, ноутбук е тата ытти «теттесем» нумайланчĕç терĕмĕр. Анчах та ĕлĕххи, унчченреххи япаласене ырласа йышăнакансем, вĕсен уссине хаклакансем те пирĕн хушăра пайтах-ха.
      Шăп çавăн пек асатте-асанне, атте-анне вăхăтĕнчи тупрасемпе усă курма кăмăллакансем Сител ялĕнче час-часах тĕл  пулаççĕ. Мĕнпе интересленеççĕ тетӗр-и? Ара кунти маттур та пултаруллă хĕрарăмсем вулавăш çуртне  куллен кун сукмак такăрлатаççĕ. Вĕсем каççа-кайсах тĕрлĕ кĕнеке шĕкĕлченисĕр пуçне республика тата районта тухса тăракан хаçат–журналпа кăсăкланаççĕ. Интернетран мар шурă хута хуратса шăрçаланă çĕнĕ хыпарсене пĕлме кăмăллать кунти сăпайлă та ĕçчен халăх. Вĕсем уйрăмах «Хыпар» издательство çурчĕ кăларса тăракан кăларăмсене пĕрле пăхса тухса шĕкĕлчеме юратаççĕ.
     Аслăраххисенчен чылайăшĕ «Тăван Атăл» журналпа туслă. Çĕнĕ кăларăм тухнине пĕлсенех библиотекăна васкаççĕ. Пĕрремĕш страницăран пуçласа вĕçне çитиччен вуласа пĕтермесĕр те килĕсене тухса утмаççĕ. Илтмен-пĕлмен япаласене пĕрле канашласа сÿтсе яваççĕ. Ăнланманрах çĕннисене уçăмлатма хĕрарăмсене вулавăш ĕçченĕ Оксана Хомуткина та самай пулăшса пырать. Вăл кирлине кĕске вăхăт хушшинче тупса хурав пама яланах хатĕр.

Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная библиотечная система" Батыревского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика