Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Сурхури уявĕ, Большечеменевская с/б

08:16 18 января 2020 г.

Сурхури – чăвашсен хĕллехи уявĕ. Авалхи йăла-йĕркепе ăна кăрлачăн 14-19-мĕшĕсенче, Кăшарни кунĕ çитиччен, ирттернĕ. Çак йăла-йĕркене  выльлăх-чĕрлĕх ĕрчетĕр, çĕнĕ тырпул  ăнса пултăр тесе тунă. Хальхи вăхăтра вара ытларах ачасем çÿреççĕ.

Кăрлачăн 18 - мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Аслă Чементи ача сачĕнчи аслă ушкăнри ачасем  ял библиотекинче пулчĕç. Людмила Ежова библиотекарь тата Валентина Тарасова воспитатель мăн асанне-кукамайсем Сурхури уявне еплерех паллă туни çинчен каласа пачĕç, сăвви-такмакĕсемпе паллашрĕç.  Ун хыççăн сурхури ачисем ял тăрăхĕнче вырнаçнă тĕрлĕ учрежденисенче пулчĕç, иртен-çÿрене саламларĕç,  телей сунса, лайăх тырă-пулă, выльăх-чĕрлĕх ан чирлетĕр, вĕсен йышĕ нумайланса пытăр тесе юрăсем юрларĕç,  сăввăсем каларĕç. Йăла тăрăх ăшаланă пăрçа та сапрĕç. Аслисем вара ачасене пылак çимĕçпе савăнтарчĕç. 

 

Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная библиотечная система" Батыревского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика