Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чуна ырăпа сиплер. Сиделинский б/п

15:41 03 декабря 2019 г.

Кашни çын хăйне майлă. Çав вăхăтрах пур этем те пĕр тан сывлăх енчен уйрăлса тăратпăр пулсассăн та. Шăпах çакна шута илсе Патăрьел районĕнчи Сителти вулавăшпа клубра ĕçлекенсем«Чуна ырăпа сиплер» ятпа калаçу ирттерчĕç. Унта ялти тӗрлӗ чир-чӗре куллен парăнтарса пыракан хастарсем хутшăнма кăмăл турӗç. Çак мероприятире килнисене çирĕп сывлăх, вăй-хал, пурнăçа юратма, çывăх çыннисен тимлĕхне сунчĕç. Оксана Хомуткина библиотекарь пухăннисене инвалидсен хальхи вăхăтра еплерех çăмăллăхсем пирки каласа кăтартрĕ, компьютерпа еплерех ĕçлемеллине вĕрентрĕ. Ҫавăн пекех вулавăшри çӗнӗ кӗнекесен куравӗпе паллаштарчӗ.        

 Ирина Лякова кульорганизатор сывлăх енчен уйрăлса тăракансем хушшинче викторина тата шашка турнирĕ ирттерчĕ. Пурте ăста выляма пултарнипе тӗлӗнтерчӗç. Çĕнтерÿçĕсене парнесем парса хавхалантарчĕç. Сывлăх енчен уйрăлса тăракан юлташăмăрсем çак кун çӗнӗ çул теттисем ăсталама вӗренчӗç. Вӗсем симӗс чăрăша тата зала капăрлатма хутран нумай-нумай юр пӗрчисем касса хатӗрлерӗç.          

 Ҫавăн пекех мероприятие хутшăннисене ял старости Марина Выросова ырлăх-сывлăх сунчӗ. Усал чир-чӗре яланхи пекех парăнмасăр хавас кăмăлпа утма, халăхпа пӗрле пулмаллине каларӗ.            

 Мероприяти вӗçленнӗ май кунта килме хапăл тунисем сиплӗ чейпа сăйланчӗç. Вӗсене Нина Васильева чăвашсен илемлӗ юррисене шăрантарса савăнтарчӗ.

Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная библиотечная система" Батыревского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика