Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ентешêн çêнê кêнекине хакланã

15:51 18 ноября 2019 г.

Патãрьелêнчи тêп вулавãшра Людмила Сачкова çыравçãн «Сиксе юхать Хула çырми» кêнекине презентаци тунã. Мероприятие кêнеке авторê Людмила Сачкова, Чãваш таврапêлÿçисен пêрлêхêн кãнтãр районêсенчи (Патãрьел, Елчêк, Шãмãршã) кураторê, Патãрьел районêнчи общество совечêн членê Николай Ларионов, Чãваш Республикин Наци Конгресêн Патãрьел районêнчи уйрãмêн секретарê Нина Мазякова, районти шкулсенче чãваш чêлхипе литературине вêрентекенсем тата библиотекарьсем хутшãннã.

Малтанах, тивêçтерÿ пай ертÿçи Наталия Ракова писателêн пурнãçêпе тата пултарулãхêпе паллаштарчê.

Людмила Сачкова – ЧР профессионал писателсен Союзêн, РФ Журналистсен Союзêн членê, ЧР этнокультурин тава тивêçлê деятелê. Вãл 1957 çулхи чÿк уйãхêн 28–мêшêнче Патãрьел районêнчи Çêнê Ахпурт ялêнче çуралнã. Ялти вãтам шкултан вêренсе тухнã хыççãн Чãваш патшалãх университетêнче чãваш чêлхи уйрãмне вêренме кêнê. Алла диплом илсен икê çул Елчêк районêнчи Кушкã ялêнче чãваш чêлхипе литературине вêрентнê, унтан «Коммунизм ялавê» хаçатра, «Пике» журналта, вун виçê çул Чãвашрадиора, Шупашкар районêнчи «Тãван ен» хаçатра пай пуçлãхêнче вãй хунã.

Хальхи вãхãтра писатель-драматург Чãваш патшалãх гуманитари ãслãлãхêсен институчêн редакципе издательство пайêнче техника редакторê пулса тãрãшать.

Пирêн ентеш ачасем валли те, аслисем валли те çырать. Вãл «Чêкеçêм, чêкеç» (1996): «Ытарайми куçсем» (2000), «Шãпãрлан» (2003), «Çеçенхирти ир» (2012), «Ãс-хакãл хãвачê» (2015) кêнекесен авторê. Чãваш чêлхипе литература вêренÿ кêнекисенче унãн «Пасара кайсан», «Кêтÿ хãваланã чух», «Оля-Улькка», «Ãмсану», «Çиçêм Натюш», тата ытти калавêсем, «Шãпãрлан», «Эсê кайрãн та ...» пьесãсен, «Чêкеçêм, чêкеç» повеçêсен сыпãкêсем пичетленнê.

Чãваш Республикинчи профессиллê театрсем унãн 5 пьесине – «Шãпãрлан», «Юрату турри», «Эсê кайрãн та ...», «Çухалнã хуркайãк çулê», «Пêртен-пêрскерêм» сцена çине кãларнã.

Людмила Сачкова – «Чêнтêрлê чаршав» конкурссен «Çулталãкри чи лайãх драматург» номинаци лауреачê (2003, 2012). Унãн «Шãпãрлан» кêнеки Чãваш наци библиотеки ирттернê «Çулталãкри чи лайãх сборник» диплома (2005) тивêçнê. «Çухалнã хуркайãк çулê» пьеси республикãри наци драматургêсен конкурсêнче 2-мêш вырãн çêнсе илнê (2004).

Çыравçã пухãннã çынсене çêнê кêнекепе паллаштарчê, романãн иккêмêшпе виççêмêш кêнекине çырасси пирки те каларê.

«Сиксе юхать Хула çырми» - историллê роман, Шупашкарти «Çêнê вãхãт» кêнеке издательствинче 2019 çулта пичетленнê. Кêнекере 19-мêш êмêрти чãваш ялêн пурнãçне сãнланã. Автор вулакана вãрман хãртса уй-хир тãвакан хастар та êçчен, тÿрê çулпа утакантаса чунлã чãваш çыннисемпе паллаштарать. Нимле êçре те ÿркенмен хреçчен - çурт-йêр ãсти те, упа тытма пêччен çÿрекен сунарçã та, мãшãрне чунтан савакан, ачи-пãчине упраса, тêрêслêхпе пурãнма вêрентекен çирêп алãллã хуçалãх çынни.

Êлêк-авал ку ял вырãнêнче пулнã хулашри (çар гарнизонêнчи) полк казакêсем Тамерлан çарêпе кêрешнê евêр (романра 1392-1395 çулсенчи хаяр çапãçусем те сãнланаççê).

Хайлавра геройсен êç-хêлê çеç мар, чун тêпêнчи вãрттãн туйãмêсем, тêветкеллê юрату виçкêтеслêхêсем, хурлã салтак шãпи те сãнланнã.

Тухса калаçакансем – Николай Ларионов, Нина Мазякова ентешêн романне паха произведени вырãнне хурса хакларêç, малашне те кêнеке çырас êçре ãнãçу сунчêç, Чãваш наци конгресê ячêпе Тав Хучê парса чысларêç. Вêрентекенсен ячêпе çыравçãна Сãкãтри вãтам шкулта чãваш чêлхипе литературине вêрентекен Надежда Тинюкова тата Патãрьел районêнчи вêрентÿ пайêн информаципе методика центрêн аслã методисчê Елена Перепелкина сãмах каларêç, пултарулãх каçалãкêнче тата пысãк çитêнÿсем тãвасса шанчêç.

 

 

Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная библиотечная система" Батыревского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика