Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕ. Большечеменевская с/б

12:22 04 ноября 2019 г.

Халăхсен туслăхĕ,  килĕшĕвĕ - Раççейĕн чи пысăк пуянлăхĕ. Раççей икçĕре яхăн  наци çыннипе килĕшÿпе татура пурăнать. Чăваш çĕрĕ çинче те тĕрлĕ халăх килĕштерсе те туслă пурăнаççĕ. Пĕр-пĕрин чĕлхине, йăли-йĕркине те хисеплеççĕ, пĕр-пĕрин хушшинче тĕлпулу-фестивальсем йĕркелесе  туслăха çирĕплетеççĕ. Пĕрлĕх яланах çĕнтерÿ тума пулăшнă.

Патăрьел районĕнчи Аслă Чемен ял библиотекинче Халăхсен пĕрлĕхĕн кунне  халалласа «Пĕрлĕхре – пирĕн вăй» кĕнекесен куравĕ хатĕрленĕ. Кĕçĕн çулхи ачасене библиотекăра тĕрлĕ халăхсен йăли-йĕркипе  наци тумĕсем синчен пĕлме те,  юмахĕсемпе паллашма та интереслĕ пулчĕ. Ачасем укерчĕкри тĕрлĕ халăх çыннисене тумĕ-çипуçĕ тăрăх тĕрĕс пĕлсе сăрларĕç. Пурне те тĕрĕс палăртаканни Анастасия Никитина пулчĕ.

 Людмила Ежова библиотекарь  аслă çулти çынсене   «Сто народов, сто языков», «Песнь жар птицы», «Есть на Волге городок»  кĕнекесемпе уйрăммăн паллаштарчĕ. Хамăрпа кÿршĕллĕ пурăнакан Чĕмпĕр тăрăхĕнчен тата Тутар республикинчен парнеленĕ кĕнекесем те вулакансемшĕн интереслĕ пулчĕç.  

 

Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная библиотечная система" Батыревского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика