Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Аслӑ Чемен тăрăхĕнче Ваттисен уявне чыслӑн паллӑ турӗҫ

16:38 07 октября 2019 г.

Октябрӗн 1-мӗшӗ – Ваттисен кунӗ. Йӑлана кӗнӗ пекех Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Чемен тăрăхĕнче  те уява чыслӑн паллӑ турӗҫ.  Ял библиотекинче Ваттисен кунне халалланă «Как молоды мы были» фотостендпа тата аслă ăру çыннисене валли ятарласа кĕнеке куравĕ хатĕрленĕ. Н. Мранькка, А. Артемьев,  В. Садай, Л..Агаков, В.Эльби çырнă произведенисем аслă çынсен чунĕсене тыткăнлаççĕ. Вĕсем  кĕнекепе паллашса иртнĕ вăхăта куç умне кăлараççĕ. Çавăн пекех ял библиотекинче нумай çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва кайнисене вулавăш ĕçченĕсем Людмила Ежовăпа Евгения Сюзюкина килĕсене кайсах саламларĕç.  

Ваттисен кунне халалланă пысăк мероприятии  вăтам шкулăн акт залĕнче иртрĕ. Уява уҫса пухăннисене Аслӑ Чемен ял тăрăхĕн  пуҫлăхӗ Гаврил Медведев, район пуçлăхĕ ячĕпе Патăрьел район администрацийĕн бухгалтерийĕн пуçлăхĕ М.М. Шадрикова, Аслă Чементи вăтам шкул директорĕ ячĕпе А. Семенова, хĕрарăмсен совечĕн ертÿçин çумĕ Людмила Ежова саламларӗç.  Аслӑ ӑрурисене пурне те ҫирӗп сывлӑх, телей, ҫемьере килӗшÿ сунчӗç. Уявра аслă çулхи çынсене хисеплесе чылай ырӑ сӑмах янӑрарӗ. Ялти вăтам шкулӑн кĕçĕн тата вăтам класӗсенче вӗренекен ачасем, ялти культура çурчĕ çумĕнчи «Чемен» халăх фольлькор ушкăнĕ асатте-асаннесемпе кукаҫи-кукамайсене юрӑ-ташӑсемпе савӑнтарчӗҫ. 

  Концерт хыççӑн пурте уява малалла шкул столовӑйӗнче çавра сӗтел хушшинче тӑсрӗç.  Кунта вара ватăсем хăйсен çамрăклăхне те аса илчĕç, юрăсем те юрларĕҫ.

Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная библиотечная система" Батыревского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика