Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Марина Карягина – Ахпÿрт çăлтăрĕ».

09:53 21 октября 2019 г.

Патăрьел районе кĕрекен Туçа тăрăхĕнчен тухнă илемлĕ сăмах ăстисем чылай. Вĕсенчен пĕри - тĕнчипе паллă Марина Федоровна Карягина.  Çак кунсенче вăл сумлă юбилейне паллă турĕ. Çыравçă, тележурналист юбилейне тĕпе хурса Кивĕ Ахпÿртри ял вулавăшĕнче те  «Марина Карягина – Ахпÿрт çăлтăрĕ»  литература сехечĕ иртрĕ. Поэзине юратакан ачасем хаваспах паллă çыравçăн кун- çулĕпе, вăл калăпланă произведенисемпе паллашрĕç, Ираида Козлова библиотекарь йĕркеленĕ викторина ыйтăвĕсем çине тĕплĕн хуравларĕç. Çак мероприяти çумнех Марина Карягинан произведенийĕсем тăрăх йĕркеленĕ   кĕнеке куравĕ хатĕрленĕ. Çамрăк вулакансем хаваспах хăйсене килĕшекен кĕнекесене килте вуласа тĕплĕнрех паллашма суйласа илчĕç.

Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная библиотечная система" Батыревского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика