Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ялти чи аслă та сумлă ветерана саламларĕç. Сиделинский б/п

09:01 03 октября 2019 г.

 Патăрьел районĕнчи Сител ялĕнче чи аслă та сумлă çын Василий Федорович Ляков шутланать. Вăл сарă хĕвел çутипе 97 çул ĕнтĕ киленсе пурăнать. Унăн хăйĕн ĕмĕрĕнче нушине нумай чăтса ирттерме тивнĕ. Çапах пурнăçĕнче ырри самайрах пулнине çирĕплетет. Унсăрăн çак çула çити çитмешкĕн вăй-халăм юлман пулĕччĕ тет вăл.      

  Ваççили тете Аслă Арапуç ял тăрăхĕнчи хаяр вăрçăра пулнă пĕртен пĕр сывă ветеран. Сывлăхĕ кунран кун хавшать пулин те вăл ура çинче çирĕп тăрать-ха. Ăна ялти халăх хисеплет, сума сăвать.     

  Акă пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунĕнче те ялти культура ĕçченĕсемпе пĕрле Оксана Хомуткина библиотекарь, Хĕрарăмсен канашĕ ячĕпе Марина Выросова тата Нина Соколова килне çитсех саламларĕç. Хурҫӑран та ҫирӗп сывлӑх, тулли телей, канлĕ ватлăх, пурнӑҫри кашни утăмĕ ырлăхпа, юратупа пулма сунса кученеçпе сăйларĕç. Саламçăсем Ваççили тетене тивĕçлĕ канăва тухиччен пулас ăрушăн тунă ĕçĕсемшĕн, вăрçăра паттăррăн кĕрешсе пире мирлĕ пурнăç парнеленĕшĕн чунтан тав турĕç.      

   Василий Федорович та килнĕ хăнасене хапăл туса чунтан чĕререн мухтав сăмахĕ каларĕ. Унтан вĕсене çитес çулхи Çĕнтерĕвĕн 75 çулхи юбилейне те пĕрле уявлама вăй-халăм çиттĕр тесе техĕмлĕ чейпе хăналарĕ.

Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная библиотечная система" Батыревского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика