Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ватта сума сусан – пулĕ пит аван! Сиделинский б/п

13:11 02 октября 2019 г.

Ватта сума сăвакан хăй те ырă куракан тенĕ мĕн ĕлĕкрен. Чăнах та, асатте-асаннесем, кукаçи-кукамайсем пулсан çемьере ăшăрах, тĕнче хитререх. Вĕсем мĕн пурнăç тăршшĕпех пулăшса пыни, ырă канашсем калани кун-çулăмăра самай лайăхлатать.     

     Юпа уйăхĕн пĕрремĕшĕнче шăпах пирĕн чи сумлă та хаклă çыннăмăрсене хисеплесе кашни çулах ваттисен кунне паллă тăваççĕ, вĕсен умĕнче пуç таяççĕ. Çак кун çывхарса килнĕ май Сител ялĕн клубĕнче те Оксана Хомуткина библиотекарьпа тата Ирина Лякова культорганизатор йĕркеленипе тивĕçлĕ канăва тухнисене халалласа савăнăçлă уяв иртрĕ. Унта пыма кăмăл тунисене Патăрьел районĕн депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Димитрий Выроcов, Аслă Арапуçĕнчи культура çурчĕн директорĕ Розалия Ефимова, вулавăш ĕçченĕ Оксана Хомуткина, «Сидели» ял-хуçалăх пĕрлешĕвĕн ертÿçи Александр Иванов, ялти хĕр арăмсен канашĕн членĕ Нина Соколова ăшă та чуна çывăх ырă сăмахсемпе саламласа канлĕ ватлăх, çирĕп сывлăх, çемье ăшши сунчĕç, кучченеçсемпе сăйларĕç.  

    Çак уявра асатте-асаннесене ачасем сăвă-юрă парнелерĕç. Вĕсемпе пĕрле ваттисем те çепĕç юрăсем шăрантарчĕç, кăсăклă вăйăсем вылярĕç, ура хуçса ĕлĕххине аса илсе тăпăртатса ташларĕç. Ялти хĕр арăмсен ушкăнĕ интереслĕ сценкăпа çамрăк чухнехи кĕвĕсемпе уява пуянлатрĕç. Пурте савăк кăмăллă пулса савăнчĕç.        

    Мероприятие пухăннă çулĕсемпе ватă та чунĕсемпе çамрăк тусăмăрсем чейпе сăйланнă хыççăн турри çак уява тепĕр çул та килме сывлăх патăр тесе ырă туйăмсемпе килĕсене саланчĕç.

Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная библиотечная система" Батыревского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика