Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ĕç ветеранне сума суса саламларĕç ыр сунса! Сиделинский б/п

11:50 02 октября 2019 г.

 Кĕркунне хаваслă уявсемпе пуян. Акă юпа уйăхĕ çитнĕ май ваттисен кунĕ çывхарса пырать. Ун чух тĕнчипех пире пулăшса, вĕрентсе, ырă канаш паракан асатте-асанне, кукаçи-кукамайсене пурте чыс тума тăрăшаççĕ. Сителти культура ĕçченĕсем Ирина Лякова культорганизаторпа Оксана Хомуткина библиотекарь ваттисен кунĕ ячĕпе ялти клубра мĕн тивĕçлĕ канăва каичченех тÿрĕ кăмăлтан вăй хунă Василий Михайлович Реймова саламларĕç. Ваççа тете сывлăх енчен хавшакраххине кура ăна хисеп туса салам сăмахĕсене килнех илсе çитерчĕç.      

   Чунтан хисеплесе пынăскерсем Василий Михайловича яланах хаваслӑ та савăк кăмăлпа, чир-чӗре парăнмасăр тата та нумай çул пурăнма сывлăх сунчĕç. Ял халăхĕшĕн пĕтĕм вăйне парса тунă ырă ĕçĕсемшĕн, культура вучахне чĕртсе тăратса нумай çул хушши сÿнме паманшăн тав туса асăнмалăх парнепе савăнтарчĕç.      

   Хальхи вăхăтра Ваççа тете Людмила хĕрĕ патĕнче кун кунлаканскер культура ĕçченĕсене чăннипех ăшă кăмăлпа кĕтсе илчĕ. Вĕсене ĕç ветеранĕсене манманнишĕн, аса илсе саламласа çÿренишĕн тав турĕ. Çавăн пекех унăн ачисем те ырă ĕçшĕн ырă сăмах каласа ăсатрĕç.

Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная библиотечная система" Батыревского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика