Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Мăнаçлăн ялкăшать Раççей ялавě! Сиделинский б/п

14:32 23 августа 2019 г.

 Ҫурлан 22-мĕшĕнче çулран çул Раççей ялавĕн кунне паллă тăваççĕ. Çак уяваран Сителти клубпа библиотека та айккинче тăрса юлмарĕç. Унта ĕçлекен Ирина Лякова культорганизаторпа Оксана Хомуткина библиотекарь ачасен патриотлăх туртăмне ÿстерес, çĕршыва юратма, кашни гражданина хисеплеме вĕрентес, патшалăх символĕсемпе тĕплĕн паллаштарас тĕллевпе мероприяти ирттерчĕç.      

 Пухăннисене чăн малтанах вулавăш ĕçченĕ уяв историне, тĕрлĕ вăхăтра, саманара ялав мĕнле улшăнса пынине каласа, слайд тăрăх кăтартса пачĕ. Шăпăрлансем унăн пуплевĕнчен нумай интереслĕ те çĕнĕ япала пĕлчĕç. Унтан пĕчĕк гражданинсем хăйсем мĕн пĕлнине кăтартас, çирĕплетес кăмăлпа «Эпир Раççейе юрататпăр» ятлă викторинăна хутшăнса пĕр-пĕринпе тупăшрĕç. Ыйтусене нумайăшĕ тĕрĕс те туллин, хăвăрт хуравлани вĕсем пирĕн çĕршывăмăр пирки лайăх пĕлнине кăтартса пачĕç.        

       Малалла мероприяти эстафетапа, велочупупа пуянланчĕ. Маттур та спортпа туслă ачасем Сител ялĕн аслă урамĕпе ялавсем йăтса велосипедсемпе ярăнса килчĕç. Çав вăхăтра вĕсем кашни курнă çынна уяв ячĕпе саламлама та манмарĕç.        

     Сителте ялав кунне халалласа йĕркеленĕ мероприяти питĕ интереслĕ те усăллă иртрĕ.

 

Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная библиотечная система" Батыревского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика