Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ева Лисина пултарулăхĕпе паллашатпăр, хайлавĕсене тишкеретпĕр. Б.Чеменевская с/б

15:52 12 августа 2019 г.

Пирĕн ентеш, çыравçă куçаруçă, Ева Лисина çуралнăранпа 80 çул çитрĕ. Ева Николаевна Именкасси ялĕнче çуралнă, Аслă Арапуç шкулĕнче вăтам пĕлÿ илнĕ. Каярах Мускаври К.Тимирязев ячĕллĕ ял хуçалăх академийĕнче вĕреннĕ. Ун  хыççăн Мускаври М.Ломоносов патшалăх университечĕн  Ботаника садĕнче, И.Сеченов ячĕллĕ медицина институтĕнче, М.Щепкин ячĕллĕ Театр училищинче ĕçленĕ. 

Ева Лисина 1960 çулсен вĕçнелле  çырма пуçланă. Вырăс тата ют çĕршыв çыравçисен пьесисене чăвашла куçарнă. Çыравçă пултарулăх анинче чи малтанах ачасем   валли хайлавсем çырса палăрнă.  «Çĕньял ачисем», «Хупах хăлха Илюк», «Тепĕр çул та килетпĕр», «Пăркка мучи калавĕсем», «Çăкăр чĕлли» тата ытти калав-повеçĕсенче ачасемпе чĕрчунсен туслăхĕпе, асамлă тĕнчипе паллаштарать.

Аслă Чемен ял библиотекине çÿрекен ачасем паллă çыравçа халалласа хатĕрленĕ кĕнеке куравĕпе  паллашрĕç. Людмила Ежова библиотекарь Ева Лисина пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен каласа пачĕ. Мĕнле майпа кÿлĕ вĕçме пултарни çинчен те пĕлес килчĕ ачасен. Çавна май çак хайлавпа пурте пĕрле паллашрĕç, ăса вĕрентекен калавсен сыпăкĕсене  тишкерчĕç.

Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная библиотечная система" Батыревского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика