Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Курав-тишкерÿ«Кĕнеке тĕнчи асамлă»

16:05 01 августа 2019 г.

Çуллахи каникул вăхăтĕнче кĕнекепе туслă пулнă ачасемпе Аслă Чемен ял библиотекинче литературăпа вăйăлла программа иртрĕ. Чи малтанах ачасем «Кĕнеке тĕнчи асамлă» ятпа курав-тишкерÿ итлерĕç. Вырăс тата чăваш çыравçисен кĕнекисемпе паллашрĕç, кану кунĕсенче вуланă хайлавсене аса илчĕç. Уйрăмах ачасене «100 лучших стихов и сказок»,  «Чуччу кашти авăнтăр»  кĕнекесем, В.Осеева, В.Драгунский, Н.Носов, К Чуковский, В.Давыдов-Анатри, Н.Ыдарай çырнă сăвă-калав, юмахсен пуххисене кăмăлтан вуланине пĕлтерчĕç. «Чĕрчунсем – пирĕн туссем», «Юмахри сăнара пĕл», «Авторĕ кам?» ятлă викторинăсенче тупăшрĕç.

Юлашкинчен Людмила Ежова библиотекарь кĕнекесен ĕмĕрне еплерех тăсма май пурри çинчен ачасемпе калаçу ирттерчĕ. Ачасем вара кĕнеке «тухтăрĕсем» пулса кĕнекесене юсарĕç, иккĕмĕш «ĕмĕр» парнелерĕç.  

Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная библиотечная система" Батыревского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика