Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Юхма Мишшипе тĕл пулу иртрĕ. Большечеменевская с/б

13:39 20 июня 2019 г.

Чăваш халăхĕ те хăйĕн пултаруллă çыннисемпе мухтанма пултарать. Паянхи кун пурăнакан çыравçăсен те ĕçĕсем чаплă, утăмĕсем сулмаклă.

Аслă Чементи вăтам шкулта  Юхма Мишши çыравçăпа тĕл пулу иртрĕ.

Михаил Николаевич Ильин (Юхма Мишши) ачасене хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарчĕ, истори хайлавĕсене çырас уйрăмлăхсене каласа пачĕ. Вăл - 200 ытла кĕнеке авторĕ, хисеплĕ академик, прозаик, поэт, драматург, публицист, куçаруçă, сумлă премисене тивĕçнĕ тĕрлĕ республикăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, "Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" орден медалĕн кавалерĕ, "Сăваплă Раççейĕн Геройĕ" ята тивĕçнĕ чăваш çыравçи.

Юхма Мишши ачасене тăван чĕлхене сыхласа хăвармаллине, чăвашла калаçмаллине, çирĕп патриот пулмаллине палăртса хăварчĕ.

Шкул ачисем хăнасене Юхма Мишши сăввисене вуласа пачĕç, уява чăваш ташши-юррипе илемлетрĕç. Çыравçă  шкул тата ял библиотекине кĕнекесем парнелерĕ. Тĕл пулу Юхма Мишши çырнă кĕнекесене тишкернипе, асăнмалăх сăн ÿкерĕннипе вĕçленчĕ.

 

Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная библиотечная система" Батыревского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика