Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тăван кĕтесе чыс турĕç. Сиделинский б/п

14:01 18 июня 2019 г.

Çимĕк умĕнхи шăматкун Сителти клуб таврашĕнче савăнăçлă шăв-шав кунĕпех тăчĕ. Ара, кунта ытармалла мар маттур ял-йышăмăр çак уява паллă тума пуçтарăнчĕç. Хамăрăн аттен-анне парнеленĕ кĕтесе чыс туса халăх самай нумайăн пухăнчĕç. Вĕсен илемлĕ те илĕртÿллĕ тумĕсем уяв сăн-сăпатне çутатса тăчĕç.      
Çак паллă кунпа ял-йышăмăра сумлă та хаклă хăнасем– районти депутатсен пухăвĕн депутачĕ Димитрий Выросов, ООО «Сидели» пĕрлешĕвĕн ертÿçи Александр Иванов, вырăнти депутат Юрий Степанов, кÿршĕ саламларĕç.     
Чăн малтанах уяв И. А. Ляковапа О. В. Хомуткина культура ĕçченĕсем йĕркеленипе чăваш тумлĕ хĕрсемпе каччăсем вăйă картине тăрса илемлĕ те илĕртуллĕ юрăсем шăрантарнипе палăрса юлĕ. Вĕсем асатте-асаннесен йăлине манманни, чăнах та, пархатарлă пулăм. Çакă куракансен чунĕсенче пăлхануллă та çĕкленÿллĕ туйăм çуратрĕ. Хамăрăн пултаруллă тус-тăвансемшĕн савăнса хавхалантарса тăма вăй-хăват парнелерĕ.      
Кăçалхипе иккĕмĕш хут уявра пиртен уйрăлса кайнă ырă та таса чунлă, ял халăхĕшĕн самай тăрăшнă, нумай çул хушши депутат тивĕçĕсене тÿре кăмăлтан пурнăçласа пынă Юрий Павлович Прискин ячĕпе волейбол турнирĕ ирттерчĕç. Унта ялти спорта кăмăллăкансенчен йĕркеленĕ пилĕк командара тупăшрĕç. Чи маттуррисем – «Çамрăксем» ушкăн пĕрремĕш вырăн çĕнсе илме пултарчĕç. Вылякансене сумлă парнесемпе чысларĕç.      
Çавăн пекех ытти спорт ăмăртăвĕсем те питĕ кăсăклă иртрĕç. Пирĕн пур енлĕ маттур çыннăмăрсем вăйăсенче тивĕçлĕн хăйсене кăтартма пултарчĕç. Унта ватти-вĕтти хутшăнса халăхăмăра савăнтарчĕç. Вĕсем вĕрен туртнине, михĕпе чупнине, калуш ывăтса тупăшнине пăхса тăма питĕ кăмăллă пулчĕ. Çак уяв хĕвел хыр вăрманĕ хыçне аничченех тăсăлчĕ.


Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная библиотечная система" Батыревского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика