Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пурне те ятран асãнар…

08:39 22 мая 2019 г.

Çак кунсенче районти тêп вулавãшра «Вспомним всех поименно...»  ятпа пичетленсе тухнã çêнê кêнекене пахаларêç. Унãн авторêсем Кивê Ахпÿртри А. Н. Салминпа А. А. Павлова. Ашшêпе хêрêн ку кêнеке - тãваттãмêш чун апачêн çимêçê.

Кêнекене пахалама районти таврапêлÿçêсем,  çыравçêсем, библиотекарьсемпе музей,  архив êçченêсем, чãваш чêлхине вêрентекенсем, авторсен çывãх тãванêсемпе кÿрши-аршисем, вулакансем пухãнчêç. Вêсем пурте, кêнекене сÿтсе явнã май, хãйсен шухãш-кãмãлêсене палãртрêç, тêрлê сêнêсем пачêç.

    600 ытла страницãллã, яка та илемлê хуплашкаллã, калãпêпе те пысãк кêнекере çыравçãсем Туçа ял тãрãхне кêрекен çичê ялтан граждан тата Аслã Аттелêх вãрçине хутшãннã хастар паттãрсем çинчен тêплêн çырса кãтартнã. Истори чãнлãхне çирêплетсе парас тêллевпе авторсем Чêмпêр тата Шупашкар хулисенчи архивсен докуменчêсемпе, ученãй-историксен материалêсемпе тата ялсенче пурãнакан ватã çынсен аса илêвêсемпе анлã усã курнã. Вãл вãхãтра 102 çулта пыракан Петр Григорьевич Медведев, вãрçã участникê каласа парса чылай пулãшнã. Материалсене хронологи енêпе вырнаçтарнã. Малтан граждан, ун хыççãн Аслã Çêршыв вãрçисене хутшãннã, вãрçãран таврãнайманнисен унтан чêрê таврãнса пурãннã ентешсем  çинчен çырса кãтартнã. Çавãн пекех çыравçãсем Япони, Венгри, Чехословаки, Афган, Чечня вãрçисене хутшãннисене те манса хãварман. Вêсем çинчен тêплêн çырса сãн укерчêксем вырнаçтарнã. Кêнекере вãрçã вãхãтêнчи ял пурнãçне, вãрçã ачисем тылра тãрãшса êçленê хастар êç ветеранêсем çинчен çырнã тêрленчêксемпе паллашма уйрãмах кãмãллã.

    Презентацине хутшãннисем авторсене тав туса ыррине сунчêç, «Ку кêнекене ман Туçа ял тãрãхêн энциклопедийê тесе калас килет. Пур енêпе те паха та пуян кêнеке», - тесе хак пачê Чãваш Республикин журналистсен союзêн членê, ветеран - журналист Н. Д. Ларионов. Районти краеведсен ертуçи Дмитрий Коннов: «Юлашки çулсенче тãван ял кун-çулêн историне çырас енêпе Александр Николаевичпа Алевтина Александровна уйрãмах нумай вãй хунине палãртмалла. Вêсем ирêн - каçãн тãрãшни, чунêсене парса êçленин çимêçê пирêн алãра. Çитêнекен ãру валли паха парне юлать», - терê Александр Николаевича «Чãваш Республикин паллã таврапêлÿçи» паллине çакса янã май.  Сакãр теçеткерен иртнê êç ветеранê Лидия Наташкина ачалãхне аса илнê май,  вãрçã çинчен чуна хумхантаракан сãвã каласа пачê. Лидия Кошкина та  ашшê вãрçа тухса кайнã чухне 6-ра пулнãскер, ашшêне курса та юлайманнишêн  халê те пãшãрханнине пêлтерчê.

    Вулавãш êçченêсем «Туçа ен  тãрãхê - асамлã çêр вырãнê» ятлã кêнекесен выставкипе паллаштарчêç? Унта Туçа ял тãрãхê çинчен çырнã кêнекесемпе материалсем вырнаçтарнã.

    Александр Николаевич аллине калем тытни вунã çул иртрê. Çак кêске вãхãт хушшинче вãл 5 кêнеке калãплама мехел çитерчê. 72 çулхи çыравçãн кун-çулê çãмãл пулман. 9 çултах ун «ури çине êне пуснã», ашшêпе пêрле кêтÿ кêтнê. 1962 çулта 8 класс пêтернê хыççãн Шупашкарти пединститута физика - математика факультетне вêренме кêрет. 4-мêш курсран малалла Мускавра вêренсе физика учителêн дипломне илсе яла таврãнать.  1977- 1982 çулсенче Кивê Ахпуртри сакãр çул вêренмелли шкул директорêнче вãй хурать. Физика, рисовани, черчени, физкультура, автомобиль, трактор, информатика, астрономи, экономика, географи, тãван ен культури, природоведени тата ОБЖ предмечêсене те ачасене вêрентнê. 2007 çултанпа тивêçлê канура.

    Êçри çитêнусемшêн темиçе хутчен те Чãваш Республикин Вêренту министерствин Хисеп грамотисене, «Социализмла ãмãрту çêнтеруçи» паллãна: «Халãха вêрентес êç отличникê», «êç ветеранê» хисеплê ятсене тивêçнê. Кêнекесем калãплас êçе вãл хãйêн хêрне - Алевтинãна явãçтарать. Алевтина Александровна Шупашкарти патшалãх университетêнче истори факультетне пêтернê. Хальхи вãхãтра хулари 3-мêш шкулта истори учителêнче вãй хурать.

    Кêнекене туянас текенсен кãмãлêсене шута илсе авторсем ёна тата пичетлеме шантарчêç.            Н. Мазякова, районти краеведсен ертÿçин секретарê.

                                           

 

Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная библиотечная система" Батыревского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика