Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Николай Андреевӑн «Шăрăх кунсем» кěнеки тӑрӑх ирттернě уҫӑ урок. РДБ

08:09 10 апреля 2019 г.

Николай Андреев çырнă кěнеке „Литературăллă Чăваш ен: 2017  çулхи чи лайăх вуланакан кěнеке“ фестиваль-конкурса хутшăнать. Ача-пăча уйрăмěнче ěçлекенсем 7 классра вěренекенсемпе тěл пулса «Литературная Чувашия: самая читаемая книга года» выставкăпа паллаштарчěç. Кěскен конкурс пирки каласа пачěç, кěнекесемпе çывăхрах паллашма сěнчеç.

Ачасене  Николай Андреев çырнă «Шăрăх кунсем» кěнеке кăмăла кайрě. Патăрьелěнчи пěтěмěшле  пěлÿ паракан иккěмěш вăтам шкулти 7 „б“ классра  вěренекенсем Николай Андреев çырнă «Шăрăх кунсем» кěнекери калавěсем тăрăх тěрлě енлě ěçсем туса ирттерчěç. Хăйсем тěллěн килте вуласа, классра сÿтсе яврěç.

Çыравςăн пурнăςĕпе тата пултарулăхĕпе Татьяна Федоровна Дмитриева, чăваш чěлхипе литературине вĕрентекен, паллаштарчĕ. Вěренекенсем хăйсене килěшнě хайлавсем тăрăх тухса калаςрěς. Кашниех  хăйĕн шухăшне палăртрĕς. Унтан вěрентекен  „Граната” калавě тăрăх викторина ирттерчĕ. Ачасем тĕрлĕ енлĕ кăсăклă ĕςсем: геройсен танлаштаруллă характеристикине  турěς. Хайлаври кирлĕ вырăнсене:  ватă ςынсем ăса вěрентсе  каланă сăмахсене  тупса  калаςу  ирттерчěς.

Уйрăмах ачасене ялта ĕҫ ҫукки: ашшě-амăшě инҫетри хуласене ĕҫлеме ҫÿрени: ачисем валли ҫителěклě вăхăт уйăрманни, вěсен ҫумěнче юнашар пулманни шухăшлаттарать.

Николай Андреев хайлавěсем паянхи пурнăҫа ăнланма, ăна юратма, ҫын умěнчи яваплăха туйма кирлине вěренекенсем кашниех ăнланчěҫ.

Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная библиотечная система" Батыревского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика