Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çĕньял ял библиотекинче «Тĕнче пĕлет Айхине – пирĕн чаплă ентеше» куравĕ йĕркеленĕ

13:48 21 февраля 2018 г.

«Тĕнче пĕлет Айхине – пирĕн чаплă ентеше» курав

 

 

  «Çăлтăр эс – çăлтăрсемпе:

  Кайăк пул – кайăксемпе,

  Кашкăр çеç нихçан та пулмăн

  Эс хирти кашкăрсемпе…»

 

      

      Çак йĕркесене тĕнче шайĕнче паллă сăвăç, чаплă куçаруçă Г.Н.Айхи çырнă. Г.Айхи пиртен уйрăлса кайнăранпа нарăсăн 21-мĕшĕнче 12 çул çитрĕ, апла пулин те унăн сăввисене юратса вулаççĕ. Çак паллă кун тĕлне Çĕньял ял библиотекинче «Тĕнче пĕлет Айхине – пирĕн чаплă ентеше» куравĕ йĕркеленĕ. Куравра Г.Айхи çырнă сăвăсен кĕнекисем, тĕрлĕ вăхăтра ÿкернĕ сăн ÿкерчĕксем тĕп вырăн йышăнаççĕ. Çавăн пекех поэтăмăр çинчен тĕрлĕ вăхăтра çырнă статьясене тупса вулама пулать. «Сан ентешсем, Çĕньялăм» кĕнеке çÿлĕкĕ те вулакан кăмăлне каясса шанатпăр. Ку çÿлĕк çинче Çĕньялта çуралса ÿснĕ çамрăк çыравçăсен сăввисемпе паллашма пулать. Кĕнекесен куравне Çĕньялти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта вĕренекенсем кĕрсе курчĕç. Г.Айхи ĕçĕ-хĕлĕпе кăткăсланакансене нарăс уйăхĕн вĕçĕччен курава пырса курма йыхравлатпăр.

Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная библиотечная система" Батыревского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика