Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çĕнĕ Ахпÿрт ял вулавăшĕнче «Иван Яковлевич Яковлев чăваш халăхне çутта кăларакан» ятлă краеведени сехечĕ йĕркеленĕ

09:25 20 февраля 2018 г.

Чăваш халăхĕшĕн Иван Яковлевич Яковлев чăннипех те нихăçан манăçми çын. Вăл - чăваш алфавитне никĕсленĕ, вĕрентекен, ăсчах. Кăçал  И.Я.Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине чăваш халăхĕ çеç мар, пĕтĕм Раççей халăхĕ паллă тăвать.  Аслă Вĕрентекенĕмĕр пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе çамрăк ăрăва паллаштарма Çĕнĕ Ахпÿрт  ял вулавăшĕнче «Иван Яковлевич Яковлев чăваш халăхне çутта кăларакан» ятлă краеведени сехечĕ йĕркеленĕ. Библиотека ĕçченĕ Н.Лекерова 3-мĕш класра вĕренекенсене «Аслă Вĕрентекенĕмĕр» кĕнеке куравĕпе паллаштарчĕ. И.Я.Яковлев пултарулăхĕ литература ĕçĕнче те пысăк вырăн йышăнать. Унăн «Ача-пăча калавĕсем» ятлă кĕнеки ăса вĕрентекен хайлавсемпе пуян. Ачасем «Кулачă», «Кахалпа Юлхав»,  калавсене вуларĕç, «Сармантей»,  «Тилĕ тус» юмахсене тимлесе итлерĕç. Çавăн пекех унăн «Чăваш халăхне панă халал» та çав тери пĕлтерĕшлĕ. Ачасем çак халалри ăслă сăмахсемпе те паллашрĕç. «Чăвашсен çĕр пин сăмах, çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ», «Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлÿ çук»,- тенĕ Чăваш Улăпĕ. Ачасем çак сăмахсемпе килĕшсе тăван чĕлхене манмастпăр тесе пĕтĕмлетÿ турĕç.

Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная библиотечная система" Батыревского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика