Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Анат Туçа ял библиотекинче И.Я.Яковлев çулталăне «И.Я. Яковлев тата унăн пурнăçĕн тупсăмĕ» ятлă кĕнекесен куравĕ

15:10 19 января 2018 г.

Çĕнĕ çул  яланхиллех çĕнĕлĕхсем илсе килет. Чи палăрăмли ĕнтĕ – 2018 çула пирĕн республикăра И.Я.Яковлева халаллани. Çакă пире Аслă вĕрентекенĕмĕр пурнăçĕпе пултарулăхне туллин тишкерме, ун çинчен тата ытларах пĕлме май парĕ. Тĕрлĕ мероприятисем урлă эпир, библиотекарьсем, Иван Яковлевич  хăварнă эткере вулакансем патне çитерĕпĕр.
Анат Туçа ял библиотекинче И.Я.Яковлев çулталăне  «И.Я. Яковлев тата унăн пурнăçĕн тупсăмĕ» ятлă кĕнекесен куравĕпе уçрăмăр. Унта чăваш халăхне çутта кăлараканĕн вилĕмсĕр эткерĕпе паллаштаракан литература вырнаçнă. Унăн ачалăхĕ е çемйи çинчен пĕлес килет-и,  вĕрентӳ системинчи ĕçĕ-хĕлĕпе паллашас килет-и – кунта кирек кам та хăйне кирлĕ тата ытти нумай информаци тупма пултарать. Кĕçĕннисене валли те кăсăкли нумай. Вĕсем Иван Яковлевичăн ача-пăча калавĕсене вуласа киленме пултараççĕ. Чăваш халăхне панă халалпа та куравра паллашма, усăллă сĕнӳсем илме, тивçĕçлĕ пĕтĕмлетӳсем тума пулать.
Пирĕн библиотекăра чăваш халăхĕшĕн ырми-канми ĕçленĕ Вĕрентекенĕмĕре халалланă мероприятисем çулталăк тăршшĕпех пулĕç. Вĕсенче хисеплĕ вулакансем активлă хутшăнасса шанатпăр.

Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная библиотечная система" Батыревского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика