Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Кăвак çут чаршавне уçнă УЛĂП!

10:50 25 января 2018 г.

    Чăваш Ен пуçлăхĕн М. В. Игнатьевăн указĕпе килĕшÿллĕн 2018 çула И. Я. Яковлев çулталăкĕ тесе палăртнă. Ăна  пирĕн халăхра пĕлмен çын та çук. И.Я. Яковлев - чăвашсене çутта кăлараканĕ, вĕсем хутла вĕренсе пĕлÿ шайне ÿстерччĕр тесе тăрăшаканĕ пулнă. Хăйĕн мĕн пурнăçĕ тăршшĕпех тăван халăхĕшĕн ырми-канми ĕçленĕ.
Кăçалхи çула халалласа Сител ялĕн вулавăш пунктĕнче «Кăвак çут чаршавне уçнă Улăп!» ятпа кĕнеке куравĕ йĕркеленĕ. Унпа библиотекăна килекен кашни вулаканах паллашса хăйсен тавра курăмне анлăлатма пултарать. Курава пирĕн пултаруллă чăвашăмăр пирки çырнă кĕнекесемпе усă курнă. Вĕсен шутĕнче Н. Г. Красновăн «Иван Яковлев и его потомки», «Жизнь и деятельность просветителя чувашского народа», Лев Куравовăн «Прометей из чуваш», Юхма Мишин «Наследие», И. Я. Яковлевăн «Халал», «Аса илÿсем», «Çырусем» тата ыттисем те пурри ăна самай пуянлатаççĕ.
   И. Я. Яковлева эпир чăн малтанах чăваш çыннисем вулама, çырма вĕренччĕр тесе букварь тата чăвашла алфавит хатĕрленипе пĕлетпĕр. Унтан унăн тепĕр халăхăмăр ĕмĕр манми пархатарлă ĕçĕ вăл- Чĕмпĕр хулинче учительсем хатĕрлесе кăларакан шкул уçса пин-пин ачана ăсла вĕрентме пултарни.
И. Я. Яковлевăн чăваш историнче тарăн йĕр хăварнă халăхăмăра пиллесе çырнă «Халалĕ» хальхи пурнăçра та питĕ пĕлтерĕшлĕ. Унта ăса вĕрентнисем паянхи кунра та вырăнлă пулса тăраççĕ. Вăл каланă сăмахсем хамăрăн чĕлхемĕрпе çĕршывăмăра, çемьепе тус-тăвана хаклама ыйтаççĕ, мирлĕ те килĕштерсе пурăнсан çеç пурнăç аталанма пултарнине систереççĕ.
    Пирĕн пур енлĕ пултаруллă чăваш ывăлĕ литература анинче те самаях шурă хута «сухаланă». Унăн ачасем, çамрăксем, аслисем валли çырнă хайлавĕсене паянхи кун та юратса вулаççĕ.
Чăваш Ен  И. Я. Яковлев пек тăван халăхшăн вутра та  çунма хатĕр пулнă маттур ывăлĕсемпе чунтан мухтанать, вĕсене асра тытать.

Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная библиотечная система" Батыревского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика