МБУК "Централизованная клубная система" ВУРНАРСКОГО МУНИЦИПАЛЬНОГО ОКРУГА ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » "Голубой занавес" - Всемирный день театра

14:19 31 марта 2017 г.

"Голубой занавес" - Всемирный день театра

Мартăн 29-мĕш числинче пирĕн Вăрнарти культура ҫуртĕнче театр кунне халалласа «Чĕнтĕрлĕ чаршав» пулса иртрĕ. Районта пирĕн ҫулсеренех театр ушкăнĕсен смотрĕ пулса иртет. Ҫав смотр-конкурса ҫĕнтернĕ  ушкăнсем сцена ҫинче хăйсен пултарулăхне кăтартрĕҫ, халăх умне илсе ҫитерчĕҫ. Ҫавăн пекех Вăрнарти «Чаршав» халăх театрĕ те Геннадий Терентьев ҫырнă «Энĕш хĕрринче» камитăн пĕр сыпăкне лартса пачĕ. Ярмушка поселенинчи Эльмен тăрăхĕнчи артистсем «Калаҫайман ача» сценкăпа савăнтарчĕҫ, Мăн Явăшсем вара Николай Сидоров ҫырнă «Шăмат кун каҫхине» спектакльти пĕр сыпăка кăларчĕҫ. Уйкас-Кибексем хăйсен сценкинче «ҫылăх каҫарттарчĕҫ», Малтикассем «Юратупа шӳтлемеҫҫĕ» камитри пĕр сыпăка вылярĕҫ. Хăмăшсем те ҫак уявран пăрăнса юлмарĕҫ – Анатолий Чебанов ҫырнă «Праски инке хĕр парать» спектакльти пĕр сыпăка лартрĕҫ. Вĕсене саламласа юрă саламĕсем те пулчĕҫ, сăвăсем те янăрарĕҫ.

Пирĕн пурнăҫ вăл – чăнахах та театр, эпир вара унти артистсем. Пурнăҫра сире пурне те телейлĕ те савăнăҫлă рольсем выляма ҫеҫ сунатпăр.    

Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная клубная система" Вурнарского Муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика