Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная клубная система" Комсомольского района Чувашской Республики (МБУК "Централизованная клубная система" Комсомольского района)ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Хӗрарӑмсен кунне хатӗрленӗ уяв концерчӗ

09:08 06 марта 2022 г.

Хĕвел ачашшăн хайĕн шевлине

Тăкать çурхи вăраннă çĕр çине

Кашни чĕрчун, кашни ÿсен - тăран.

Хĕвел патне кармашăнать ялан.

Хĕвел пек ăшă пиллĕ эс, хĕрарăм

Алăк умĕнче çуркунне, кантăкран çурхи кун шаккать,  унпа пĕрлех пирĕн те чĕресенче  ырă туйăмсем  ыйхăран вăранаççĕ, вĕсем те çĕнĕлĕх шыраççĕ, ыррине, ăшшине ыйтаççĕ. 

Çуркунне вăл ытти çулталăк пулăмĕсемпе танлаштарсан, чи илемлĕ вăхăт. Çав çуркунне ăшшине пурте туйнă вăхăтра хĕрарăмсен уявне уявлани тата та  чĕрере  çепĕç туйăм çуратать.

 Пуш уйӑхӗн 5 –мӗшӗнче районти культура керменӗнче хӗрарӑмсене халалласа уяв концерчӗ иртрӗ.

Чи малтанах пуҫтарӑннӑ куркансене районти пӗрлештернӗ клубсен системи директорӗн ӗҫӗсене пурнӑҫласа пыракан Владимир Павлов саламларӗ.

Уяв программинче «Кубняночка» халӑх вокал ансамблӗ, уйрӑм юрӑҫсем Радийпа  Ирина Басниковсем, Галинӑпа Валерий Ванюркинсем, Альбинӑпа Виктор Кокшинсем, Екатерина Макарова, Елена Савельева, Наташа Васильева, Майя Смирнова, Владимир Павлов, Валентина Тимофеева юрлакан юрӑсем куракансен кӑмӑлне кайрӗҫ. Çавӑн пекех Комсомольскинчи 2-мӗш вӑтам шкулӗн 5-мӗш кадет класӗн, районти искусства шкулӗн ачисен ташшисем те чунсене тыткӑнларӗҫ.  Уйрăмах çитĕнсе пыракан ăру чун хавалĕпе ташлани, вĕсен хитре хусканавĕ пире савăнтарать, пĕрле тăрса ташлама хистет. 

Куракансем кашни номер хыҫҫӑн тӑвӑллӑн алӑ ҫупса артистсене хавхалатарчӗҫ.

Фоторепортаж

 

МБУК "Централизованная клубная система" Комсомольского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Контактные телефоны:   8(83539) 5-13-61

Электронная почта:  valencia@bk.ru

 

СХЕМА проезда 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика