Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная клубная система" Комсомольского района Чувашской Республики (МБУК "Централизованная клубная система" Комсомольского района)ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ҫӗнӗ Сăвар архитектурӑпа этнографи комплексěн вырăнěнче хула никěсленě

10:37 02 марта 2022 г.

2022 ҫулхи нарăс уйăхěн 27 – мӗшӗнче ирхине ирех эпир, Чӑваш наци конгресӗн пайташӗсем В.Л. Клементьев президентпа пӗрле, Тутарстан Республикинчи Сиктěрме-Хусанкай ялěнче пултӑмӑр. Кунта пулас Ҫӗнӗ Сăвар архитектурӑпа этнографи комплексěн вырăнěнче хула никěсленě çěре хутшăнтăмăр. Пире Аттиллăпа унăн çывăх çыннисем кěтсе илсе Ҫěнě Сăвар хулашěн «Никěс пăтти» йăли-йěркине пирěнпе пěрле ирттерчěç. Чěннě хăнасем нумайăн килнě. Пурте хавхалану тыткăнěнче. Малтанах уява йěркелекенсе Иван Иванович Казанкова сăмах пачěç… Чăваш наци конгресěн президенчě В.Л. Клементьев та калаçрě. Пулас ăрăва Мăн Сăвартан тухнă Вăта Сăвар/ Сувар тăван халăхпа пěрле Турă панă тăван чěлхене, мăн-мăн асаттесен — асаннесен йăли-йěркине упраса, ěмěрхи туслăха аталантарса тытса пыма, кар тăрса пěрле пулма сěнчě.

Пулас ăрусене пиллесе çырнă çырусене тата кěмěл укçасене кăкшăма хурса пичетлерěç, капсулине вара стена ăшне броня кӗленчинчен тунă чÿрече хыçне хучěç. Ку çырусене 100 çултан анчах вулама пулать. Вăхăтне шутлама часах çак стена çине сехетне те çакаççě иккен.  Пулас крепость стенин вăрăмěшě – 1135 м, чиккинчен шалти çěр лаптӑкӗ – 95375 м2. Кунта Кермен лапамӗ тата ритуал, суту-илÿ лапамěсем пулаççě. Вěсемсěр пуçне кӳршӗри халӑхсен представительствисен: пушкăртпа тутар юртисем тата мари, удмурт, мордва, вырăс картишěсем пулаççě. Тата тӗн, вулавăш, сиплěх, пулăшакан картишсем… Ҫӗнӗ Сувар архитектурӑпа этнографи комплексě çинчен эпир малашне те нумай калаçăпăр-ха.

Проектӑн авторě – Марий Элěн тава тивӗҫлӗ зоотехникӗ, Тутарстанри ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Марий Эл Республикин патшалӑх премийӗн лауреачӗ, производствӑна йӗркелекенě, политика ěçченӗ Иван Иванович Казанков.

Ӑслӑлӑх консультанчӗ – Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, культурологи кандидачӗ, историк тата рунолог В. Н. Алмантай.

Тӗп архитекторě — Раҫҫей архитекторӗсен Союзӗн пайташӗ, «Сăвар» общество пӗрлешӗвӗн ěçченӗ С. Н. Удяков.

Ӗҫ ушкӑнӗн ертӳҫи – Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, музей, общество ěçченӗ, ЧНК комитечӗн ертӳҫи Э. К. Бахмисов.

Ěç консультанчě – Тутарстан Республикинчи Альметьевск представительствин ЧНК ертӳҫи И.И. Лисина.

ЧНК вырăнти уйрăмěсен ертÿçисем те килнě паянхи уява: Л.Н. Клементьева, З.П. Михайлова, Н.Ф. Малышкин, Н.Ю. Краснова, Е.Л. Лаврентьева тата çамрăксен «Хастар» ушкăнěн председателě Е.Ю. Порфирьева. Чăваш йăли-йěркине пěлекен юрăçă В.Н. Элмен «Ниме» юррине юрласа вырăнти халăха, хăнасене çěнě комплекс никěсне чул хума йыхăрчě. Чăваш патшалăх К.В. Иванов ячĕллĕ академи драма театрĕн артисчӗ Г.Г.Федоров мăчавăр пулчě. Уява Комсомольски районӗнчи халӑх фольклор ансамблӗ «Каçал» тата Етӗрне районӗнчи «Вирьял» халӑх фольклор ансамблӗ хутшăнчěç. Пěрремěш кирпěçне хураканě – «Кивě Хăрата» ял тăрăхěн  пуçлăхě И.В. Кудряшов,  унтан – Конгресěн ертÿçи В.Л. Клементьев.

Ай, виçě тěрлě кěрперен пěçернě ниме пăтти тутлă-çке! Ҫапла вăл чăваш йăли-йěркипе çăкăр-тăвар хире-хирěç. Ҫěнě Сăвар никěслеме килнě хăнасем Иван Иванович Казанковпа çуллахи уявра тěлпулса малалла та чăваш истори пуянлăхне анлăн кăтартма палăртрěç.

Фоторепортаж

МБУК "Централизованная клубная система" Комсомольского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Контактные телефоны:   8(83539) 5-13-61

Электронная почта:  valencia@bk.ru

 

СХЕМА проезда 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика