Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная клубная система" Комсомольского района Чувашской Республики (МБУК "Централизованная клубная система" Комсомольского района)ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Елена Авиковнăн пултарулăх каçĕ

11:22 09 декабря 2015 г.

Раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче канупа культура керменӗнче Елена Авиковнӑн пултарулӑх каҫӗ иртрӗ.

Пирӗн клуб ертÿҫи ҫак кунсенче сумлӑ та чыслӑ юбилейне- çур ӗмӗр тултарнине паллӑ турӗ.

Уява нумай ҫын пухӑннӑ, вӗсем пурте унӑн пултарулӑхӗпе тӗплӗн паллашма пултарчӗҫ.

Уяв программине юрӑҫӑн кун-ҫулӗн утӑмӗсем тӑрӑх йӗркеленӗ: ҫуралнӑ кунӗ, ачалӑхри вӑхӑчӗ,шкул пурнӑҫӗ, сцена ҫинчи малтанхи утӑмӗсем, ҫемье пурнӑҫӗ…

Чи малтанах юбиляра ҫывӑх ҫыннисем: юратнӑ мӑшӑрӗпе ачисем, мӑнукӗсем, пӗрле вӗреннӗ тантӑшӗсем, пӗртӑванӗсем, ял-йышсем саламларӗҫ. Комсомольскинчи канупа культура керменӗн ертÿҫи М.А.Илларионова, Комсомольскинчи культура секторӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлаканӗ Е.Е.Савельева, Асанкасси ял поселенийӗн пуҫлӑхӗ Н.Н.Карпов, «Асаново» ял-хуҫалӑх кооперативӗн пуҫлӑхӗ А.Н.Бахтеров, Асанкасси вӑтам шкулӗн директорӗ А.И.Филиппов юбиляра саламласа чӗререн тухакан ӑшӑ сӑмахсем чылай каларӗҫ, культура вучахне ҫÿллӗ шайра тытса пынишӗн тав турӗҫ. 

Елена Авиковнӑн пӗрремӗш вӗрентекенӗпе музыка вӗрентекенӗ те пӗчӗк Ленук юрра-ташша пӗчӗклех юратнине палӑртса хӑварчӗҫ.  

«Каҫал» фольклор ансамблӗ, Комсомольскинчи канупа культура керменӗн ӗҫченӗсем савӑк юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗҫ.

Елена Авиковнӑна саламлама ял ҫамрӑкӗсем те килсе ҫитнӗ. Диана Карпова,Венера Школьникова, Дмитрий Портновпа Олег Денисов «клубри аннене» сцена вӑрттӑнлӑхӗсене вӗрентнӗшӗн тав турӗҫ.

Юрла,татах та юрла,  Асанкасси шӑпчӑкӗ!

МБУК "Централизованная клубная система" Комсомольского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Контактные телефоны:   8(83539) 5-13-61

Электронная почта:  valencia@bk.ru

 

СХЕМА проезда 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика