19:57 30 сентября 2016 г.
Кӗрхи кунсем кунран-кун вӑй илсе пыраҫҫӗ. Ҫавна май пысӑк уяв, аслӑ ӑру ҫыннисен уявӗ те, ҫывхарса килет. Ватӑсене хисеплемелли, сума сумалли уяв вӑл.
Юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Вӑрман Енӗш клубӗ ырӑ кӑмӑллӑ асаттесемпе асаннесене, тарават кукамайсемпе кукуҫисене, ӑш пиллӗ мучисемпе кинемейсене пуҫтарчӗ.
Тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ пулин те ватӑлма васкамаҫҫӗ ветерансем. Пахчара, кил хушшинче тӑрмашаҫҫӗ, мӑнуксене ҫитӗнтерме пулӑшаҫҫӗ, ял пурнӑҫне хастар хутшӑнаҫҫӗ. Захарова В.А., Николаева О.И., Мальцев П.М., Иванова Е.П., Краснова Р.С., Андриянова И.А., Титова Е.М., Николаева Р.Я., Алексеев В.П. «Енӗшсем» фольклор ушкӑнне ҫÿреҫҫӗ, уявсем ирттерме пулӑшаҫҫӗ.
Аслӑӑру ҫыннисене саламлама районти Культура ҫурчӗҫумӗнчи халӑх театрӗ килнӗ. Н.Антонова ертсе пырать пултаруллӑ ушкӑна. «Хаврук инке чирленӗ» камитпе савӑнтарчӗҫ ял – йыша артистсем. Н. Артемьевпа Л.Сергеева уйрӑмах ӑста калӑпларӗҫ хӑйсен сӑнарӗсене.
Районти Культура ҫурчӗн методисчӗ В.Борисова пухӑннисене уяв ячӗпе саламларӗ, илемлӗ юрӑсем парнелерӗ. Унӑн уҫӑ сасси чун –чӗрене тыткӑнлать, кӑмӑла ҫӗклет.
Хисеплӗ ватӑсем, пурнӑҫҫулӗпе малашне те паянхилле хастар утма, ҫирӗп сывлӑх, вӑй – хӑват сунатпӑр сире. Инкек – синкек айккинче ҫÿретӗр, савӑнаҫлӑ та канӑҫлӑ кунсем ытларах пулччӑр.
Уява ирттерме пулашнӑ Герасимов В.Н., Осипов В.И. спонсорсене тав тӑватпӑр, ӗҫре ӑнӑҫусем сунатпӑр.
Муниципальное бюджетное учреждение культуры «Централизованная клубная система» Канашского района Чувашской Республики