09:12 27 сентября 2016 г.
Мӗн тӗрлӗ чечек ÿсмест-ши пирӗн таврара?! Пахчари йӑм хӗрлӗ георгинсемпе шурӑ. кӗрен, сарӑ астрӑсем, тӗслӗ-тӗслӗ цинисем куҫа илӗртеҫҫӗ, кéрхи ӑмӑр ҫанталӑкра хаваслӑх кÿреҫҫӗ, кӑмӑла ҫӗклеҫҫӗ.
Вӑрман Енӗшре чӑн-чӑн чечек ӑстисем пурӑнаҫҫӗ тейӗн. Вырсарни кун, авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, кунта «Чечек – пурнӑҫ илемӗ» курав йӗркелерӗҫ. Н. И. Артемьев культура ӗҫченӗ пурне те ӑшӑ кулӑпа кӗтсе илчӗ. Клуб сцени самантрах чечек тӗнчи пулса тӑчӗ. Курава килнисем пӗр-пӗрин чечек ҫыххийӗсене пахаларӗҫ, сӗнÿ-канаш пачӗҫ.
Чи хастарри Смелова Мария Георгиевна пулчӗ. «Ачасем хулана тухса каяҫҫӗ те, чечексемпе калаҫатӑп вара. Чун уҫӑлать, вӑхӑт иртни те сисӗнмест», - тет канӑҫа пӗлмен пенсионерка. Алексеева Светлана, Терентьева Зоя чечек ҫыххийӗсем те пухӑннисене килӗшрӗҫ. Курава хутшӑннисене пурне те тав сӑмахӗ калатпӑр.
Муниципальное бюджетное учреждение культуры «Централизованная клубная система» Канашского района Чувашской Республики