Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Питрав уявĕ - Шелттем тăрăхĕнче çак ырă йăлана паянхи кун та тытса пыраççĕ

09:30 14 июля 2015 г.

Питрав уявĕ авалах чăваш халăхĕшĕн чи сумлă уявсенчен пĕри шутланнă. Ваттисем Питрав уявĕччен çырла çимен, «Мăн асатте çиленет»,- тенĕ. Çамрăксем Мункун уявĕнчен пуçласа Питравччен урам вăййи выляса, юрласа-ташласа  савăннă.  Питрав кунĕ çамрăксем вăрмантан çырла татса килсе ваттисене «çырла куклипе» хăналанă. Ытларах «çырла кукли» тесе,  хурăн çырлине çăка çулçи çине хупса çинине каланă.  Питравран хĕрÿ ĕççи пуçланнă, халăх утта тухнă. Шелттем тăрăхĕнче çак ырă йăлана паянхи кун та тытса пыраççĕ.  Питрав кунĕ хĕрсем, каччăсем чăваш тумĕ тăхăнса Питрав юрри юрлаççĕ, сăв каласа çаврăнаççĕ, асатте-асаннесем вылянă вăйăсене выляççĕ.

Хаваслă иртрĕ кăçал та Питрав уявĕ  Кивĕ Шелттем ялĕнче. Ял клубĕн ертÿçи Татьяна Зайцева йĕркеленипе уяв ушкăнĕ урам тăрăх вăйă юрри юрласа утрĕ, клуб пÿлĕмĕнче вара вăйăсем, шÿтсем йĕркелерĕç, ура тупанĕ ыратичченех ташларĕç. Çак савăнăçлă уява ирттерме кунĕпе çунă çумăр та  кансĕрлемерĕ. Урам каçченех ача-пăча, çамрăксен хаваслă сассипе тулли пулчĕ.

Муниципальное бюджетное учреждение культуры «Централизованная клубная система» Канашского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика