Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Сиккассинче ăшă тĕл пулу иртрĕ

10:09 27 апреля 2015 г.

Ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче Сиккасси культура çурчĕнче Литература тата К.В.Иванов çулне халалласа савăнăçлă  тĕл пулу пулса иртрĕ. Ҫак ятпа Артемьев Юрий Михайлович -  Сиккасси ялĕн маттур та пултаруллă ывăлĕ, филологи наукисен докторĕ, профессор тăван ялта хăнара  пулчĕ. «Константин Иванов: Жизнь. Судьба. Бессмертие» кĕнеке презентацине вăтам шкулта вĕренекен ачасемпе вĕрентекенсем тата ял халăхĕ  пуçтарăнчĕ.

  Ку кĕнеке  патшалăх премине илме тивĕçлине палăртрĕ М. Ф. Карягина поэт, журналист.

- Генилле поэт çинчен генилле тĕпчевçĕ çеç тишкерме пултарать, - çапла пулчĕ унăн шухăшĕ. 

Мефодьев Александр Иванович, Чăваш патшалăх педагогика университечĕн профессорĕ, кĕнекен наукăри пĕлтерĕшĕ çинчен тĕплĕн тишкерсе пачĕ. Константин Иванов   

М. Ю.Лермонтов ĕçĕсене чăвашла  куçарни ахальтен пулманнине палăртрĕ: чăваш тата вырăс поэчĕсен кун-çулĕ пĕр пекрех пулни хавхалантарма пултарнă ăна.

  «Хыпар» хаçатăн журналисчĕ Р.П.Прокопьева Ю. М. Артемьевăн вĕренекенĕ пулнă май студент вăхăтне аса илчĕ. Литературăна Юрий Михайлович юратса вĕрентнине, хайлавсене тишкерӳллĕ вулама хăнăхтарнине палăртрĕ, «Хыпар» хаçатпа туслашма сĕнчĕ.

Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕн институчĕн аслă наука сотрудникĕ И. Ю. Кириллова Ю. М. Артемьевăн литература критикинчи пĕлтерĕшлĕ вырăнĕ çинчен  калаçрĕ.

  Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕн институчĕн директорĕ Исаев Юрий Николаевич Сиккасси çĕрĕнче çитĕннĕ Юрий Михайловича Анатолий Иванович Митовпа пĕр рете лартса хакларĕ.

Атнер Юрьевич Артемьев - Юрий Михайлович ывăлĕ ашшĕне хисеп туса пухăннă халăха чун-чĕререн саламларĕ, ырлăх-сывлăх сунчĕ.

  Ҫавăн пекех хăнасемпе курма килекенсем хăй тĕллĕн вĕреннĕ художник Н. М. Бабанов Аслă Ҫĕнтерӳ çитнĕренпе 70 çул тултарнă тĕле халаланă картинăсен выставкипе паллашрĕç. Унăн «Урюм река» кĕнеки Сиккасси халăхĕшĕн те, Вăрăм тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн  те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕç. Канаш район администрацин культура пайĕн ертӳçи Н.П.Кузьмина тата тĕп библиотека ĕçченĕсем Николай Михайловича диплом парса чысларĕç.

  Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Е.М.Александрова 7-10 классенчи каччăсем хушшинче «Сиккасси Сетнерĕ» литература биатлонне ирттерчĕ. Унта хутшăнакансене Ю.М.Артемьев, А.И. Мефодьев профессорсем, Ю.Н.Исаев тӳррĕн хакларĕç, Юрий Михайлович парне парса чысларĕ. Ю.М.Артемьевăн Сиккасси культура çурчĕ тата А.И.Миттов ячĕллĕ Сиккасси вăтам шкул библиотеки валли те хаклă парнесем – кĕнекесем тупăнчĕç.

Уяв сценарипе программине Сиккасси культура çурчĕн ертӳçи И. А. Андреева хатĕрленĕ. Ертсе пыраканĕсем халăх хорĕн хормейстерĕ Алексей Мурзуковпа вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Е. И. Павлова пулчĕç. Уявра яланхиллех чуна тыткăнлакан  илемлĕ юрăсем янăрарĕç. Вĕсене  Сиккасси культура ĕçченĕсем илемлĕн шăрантарчĕç. 5-мĕш класра вĕренекен ачасем К.В. Иванова халаланă литературăпа музыка композицийĕ тата савăк ташăсем парнелерĕç. (Ертӳçи – Л.А. Антонова.) Виççĕмĕш класра вĕренекенсем (Ертӳçи – Н.В.Горшкова.) К. В.Иванов хайлавĕсене кăмăлласах пăхмасăр вуларĕç. «Урапа»,«Икĕ хĕр» сăвăсем  пурин  кăмăлне те кайрĕç.

Ку ăшă тĕл пулу  пурин асĕнче те нумайлăха юлĕ.

фото

Муниципальное бюджетное учреждение культуры «Централизованная клубная система» Канашского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика