">
Сайт МБУК "Районный литературно-краеведческий музей" Аликовского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Переход на новый «сайт»

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Уява çемьепе ирттернĕ

17:08 28 апреля 2020 г.

Апрелĕн 25-мĕшĕнче чăвашсем пурăнакан пур регионта та Аслă Вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлевич Яковлев çуралнă кунне - Чăваш чĕлхи кунне паллă турăмăр. Ытти чухне пысăк йышпа пухăнса уявласси йăлара пулнă пулсан, кăçал мероприятисен форматне улăштарма тиврĕ. Анчах çакă уяв сĕмне пачах та хавшатмарĕ. Кашни хăйĕн килĕнче ларса Чăваш Енре иртекен конкурссемпе акцисене инçет мелĕпе хутшăнчĕ. Ку ĕçе çемйипех хутшăнакансем те йышлă пулчĕç.

Элĕкри литературăпа тавра пĕлÿ музейĕн ĕçченĕсем Чăваш чĕлхи кунĕнче те тăван халăхăмăрăн ăс-хакăл тата пурлăх культури çав тери пуян пулнине сăн ÿкерчĕксем тата видео ÿкерсе кăтартма пултарчĕç, ĕçĕсене Интернета вырнаçтарчĕç. Музей сотрудникĕ Светлана Железнова хăйĕн Виктория тата Демьян мăнукĕсемпе пĕрле чăваш тĕрри-эрешĕпе паллашрĕç. Ку инçет мелĕпе иртнĕ «экскурсие» ачасен тантăшĕсене те явăçтарнă. Чăваш тумĕ тăхăнма, ун çинчен каласа панине итлеме пĕчĕкскерсене питех те килĕшнĕ.

Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Аликовский литературно-краеведческий музей" Аликовского муниципального округа Чувашской Республики

Первоисточник: Аликовская районная газета "По жизненному пути"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Переход на новый сайт 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика