">
Сайт МБУК "Районный литературно-краеведческий музей" Аликовского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Переход на новый «сайт»

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ача çурални

09:52 20 сентября 2017 г.

Ача çурални – кашни çемьешěн хаваслă та пысăк уяв, ача ашшĕ – амăшне тата тус тăванěсене телей кўрет. Паян, авăн уйахěн 19-мěшěнче пирĕн чаплă та хавас кун, вăл пирĕн район пурнăçенче çеç мар, пěтěм çěршыв пурнăçěнчи савăнăçлă кун. Элěк районěнчи пěчěк пепкесене – Раççей пуласлăх çыннисене, вĕсен ашшĕ-амăшне чыс тума пухăннă, хаклă пепкесене ят хунă, вĕсене туслă та пысăк çемьене йышăннă.

Мĕн – ĕлĕк авалтан, çĕр çинче пурнăç пуçланса кайнăранпах мĕн - пур чĕр - чун, ўсен-тăран пĕр - пĕринпе çывăхланса хăйсен вырăнне çĕнĕ ăру хăварнă. Мăшăрсем, пĕр-пĕрне куçпа сăнаса, чун-чĕрепе савса пĕрлешнĕ. Çав юратăвăн тĕпренчĕкĕ- ача çурални.

Ача çуралнине ĕлекхи чăваш турă парни вырăнне хурса йышăннă. Пепке çуралнăшăн питĕ хĕпĕртенĕ вĕсем, пĕтĕм йăх-ăрупа пуçтарăнса ача чăкăчĕ çинĕ – йала туса ирттернĕ. Ял-йыш та ача çуралнине пĕлсен çапла калаçнă.

 

- Çавсен «Çĕнĕ кайăк тупса килнĕ!»

- Ылтăн-и, кĕмĕл-и.

- Ылтăн! - тенĕ арçын ача пулсан.

- Кĕмĕл! – тесе пĕлтернĕ хĕр ача пулсан.

Атте! Анне! Ытарайми чăваш сăмахĕсем. Ытла та ăслă вěсем, ытла та кăмаллă. Çав вăхăтра çывăх çыннăмăрсен, тăван-хурăнташăн ячĕсем. Вĕсен ячĕпе темĕн чухлĕ ырă та çепĕç сăмах калас килет, юнашар ларса ăшпиллĕн калаçас килет. Хайсен чун-чĕринчи мĕн-пур лайăх енне ачана халаллаççĕ, куллен-кун телей пиллесе пурнăç пурăнма вĕрентеççĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Хушăвĕпе киллĕшуллĕн 2017 çул Чăваш Енре – Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкě тесе йышаннă.

Паян, авăн уйахěн 19-мěшěнче Çырăнтару керменĕнче ача çуралнине регистрациленĕ, Элĕк салинче пурăнакан çемьесене чысланă.

Лазаревсен çемйинче Иван Георгиевичпа Елена Ивановнăн 1 –мĕш ача «кĕмĕл» кайăкĕ Елизавета кун çути курнă. Терентьевсен çемйинче Александр Юрьевичпа Елена Валерьевнăн 2-мěш ача «кěмěл» кайăкě Татьяна кун çути курнă.

Раççей Федерацийĕн Çемье Кодексěпе килěшуллěн Чăваш Республикинче çуралнă Лазарева Елизавета Ивановнăна тата Терентьева Татьяна Александровнăна ят хунă, Раççей Федерацийĕн гражданинěсем тесе регистрациленě.

Хисеплě ашшě-амăшěсем эсир телейлě çынсем, сирěн çемйěрсенче çĕнĕ ĕмĕр çыннисем кун çути курчĕç. Сирĕн куçăрсенче савăнăçпа телей ялкăшса тăрать, çак савăнçпа пĕрлех сирĕн çемьене ответлăхпа ĕçченлĕх, кăмăлпа сăпайлăх тытса тăрĕ. Пĕчĕк пепкесене ўстернĕ чух мĕн чухлĕ тăрашуллăх, çепĕçлĕх, чун ăшши кирлĕ. Ку кирлĕ пулăмсене пěчěк пепкесем çирĕп те телейлĕ çемьесенче çеç тупма пултараççĕ.

Çакна май аслă вĕрентўçĕ И.Я. Яковлев каланă сăмахĕсене аса илес килет: «Çемье телейĕ – пурнăç нушине сирекен хўтлĕх. Çирĕп те туслă çемьешĕн нимĕнле йывăрлăх та хăрушă мар. Тасалăха упрăр, эрехрен тата алхасуран сыхланăр, çемьене упраса хăварсан эсир ачасене упратăр, тăнăç та лăпкă ĕçлемешкĕн çирĕп никĕс хыватăр».

Ашшě-амăшěсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Николаевич Куликов саламларĕ. Александр Николаевич çемьесене ырлăх-сывлăх, çемье телейĕ сунчĕ: «Эпир, çакăнта килнисем, çирĕп шанса тăратпăр, сирĕн ачăрсем ўссен вăйлă та хăюллă çынсем пулĕç, пирĕн çĕршывăн чăн-чăн патриочĕсем пулса ўссе çитĕнĕç, ĕçе юратĕç, юратнă çĕршыв чысне çўле çĕклĕç.»

Çемьесене саламлама, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн салам открыткине парнелеме Алексей Валерьевич Вязов,Чăваш Енĕн юстици, пурлăх министрĕн çумĕ килнĕ.

Салам сăмахĕсем килнĕ хăнасем те каларĕç.

Элĕкри тĕп тата ача-пача библиотекисем çак уява халаласа «Атте – анне пурри – кил илемĕ» тата «Воспитание детей в семье и школе» кĕнеке куравĕсем  хатĕрлерĕç. 

Кураккасси ялĕнчи хĕрарамсен канашĕ çумĕнчи йеркеленĕ «Тарават» фольклор ушкăнĕ «Сапка юрри» парнелерĕ.

Елĕкхи пурнăçа сăнласа паракан курава Элĕкри литературăпа тавра-пĕлӳ музейĕ йĕркелерĕ. Юрă кăшăлĕпе ашшĕ-амăшĕсене тата килнĕ хăнасене Элĕкри культура çуртĕнче ĕçлекенĕсем савантарчĕç.

Хĕвел хай ăшшине çĕр çине еплерех сапалать, аттепе анне те хăйсен чун-чĕре ăшшине ачасене çапла парнелеççĕ. Вĕсен тĕреклĕ çуначĕ айĕнче ачасем нимрен шикленмесĕр савăнса усеççĕ. Атте-анне пурри пуянлăх. Çак пуянлăха çухатас марчĕ, тимлĕн упраса пурăнасчĕ.

 

 

Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Аликовский литературно-краеведческий музей" Аликовского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Переход на новый сайт 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика