">
Сайт МБУК "Районный литературно-краеведческий музей" Аликовского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Переход на новый «сайт»

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Япаласен ĕмĕрне музейра тăсăпăр

11:52 15 ноября 2016 г.

     Кивĕ япаласене тытсан пирĕн мăн асаттесемпе асаннесен йăли-йĕрки, вĕсен пурнăçĕ куç умне тухса тăрать. Шалти службăн подполковникĕшĕн, таврапĕлÿçĕшĕн Геннадий Михайловшăн çакă уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Шăп та шай 15 çул каялла вăл кивĕ япаласем пухма тытăннă. Унăн пухмачĕнче темĕн те пур. 1929 çултан пуçласа паянхи кунчченех упранакан экспонатсем такам куçне те илĕртме хатĕр.

     Геннадий Михайлович манăçа тухнă япаласене тепĕр пурнăç парнелес, вĕсемпе çынсене паллаштарас тĕллевпе районти литературăпа таврапĕлÿ музейĕнче тунтикун курав уçрĕ. Савăнăçлă мероприятие район пуçлăхĕ Владислав Волков, район администрацийĕн социаллă аталану, культура тата архив ĕçĕсен секторĕн заведующийĕ Людмила Семенова, музей директорĕ Ольга Алексеева тата ытти сумлă хăнасем хутшăнчĕç. Уява ветерансен хорĕ Элĕк район гимне юрланипе пуçларĕ. «Гимн сăмахĕсене чĕрĕ сасăпа эпир яланах илтейместпĕр. Вăл пире ĕçлеме вăй парать. Курава гимнпа уçни мăнаçлăх туйăмĕ çуратать. Элĕк районĕнче паллă çынсем нумай çуралса ÿснĕ. Вĕсенчен пĕри вăл - Геннадий Михайлов. Çакăн пек курав йĕркелени тĕрлĕ ăру çыннисене пĕрлештерет, ырă йăла-йĕркене çирĕп упрама май парать», - палăртрĕ Владислав Константинович. Вăл çакăн пек пысăк тавракурăмлă çынсем çитĕнсе пыракан ăрушăн ырă тĕслĕх пулнине каларĕ. «Геннадий Михайлович районти чылай мероприятие хастар хутшăнать, тĕрлĕ сĕнÿ-канашпа пулăшать. Вăл тăван çĕршыва юратни куравра та яр уççăнах курăнать», - асăнчĕ Людмила Степановна. Геннадий Михайловича курава килнĕ ытти хăнасем те курав уçнă ятпа чун-чĕререн саламларĕç.

     «Утса çÿрекен энциклопеди» тесе калас килет Геннадий Михайлов пирки. Манăçа тухнă япаласен куравĕ те çакнах çирĕплетет. Кунта темĕн те пур: 87 çул каяллахи календарьтен пуçласа кил-çуртра усă курмалли хатĕр-хĕтĕр таранах. Çакна та асăнса хăвармалла. Геннадий Михайлович çулсеренех календарьсем пухса пынă, вĕсем калăпăшĕпе те, тематика енчен те пĕр-пĕринчен уйрăлса тăраççĕ. Акă кĕтесре пысăк чăматан вырнаçнă. Унта Геннадий Михайловичăн амăшĕ тĕртнĕ катампиртен тунă япаласем. Вĕсене те типтерлĕн упрать таврапĕлÿçĕ. Юнашар сĕтелсем çинче кил хуçалăхĕнче усă курмалли савăт-сапа, ĕлĕкхи вешалкăсем, чÿречепе хăлăпĕсем, сехетсем, кăкшăмсем тата ыттисем те. Кашни япалана ăçта тата хăçан усă курнине лайăх пĕлет вăл. Чылайăшне укçаллах туяннă.

     «Эпĕ нихăçан та укçа-тенкĕшĕн çунман. Чи кирли вăл - çынна кирлĕ информаципе тивĕçтересси, пулăшу кÿресси. Хамăн ĕçе «Манăçа тухнă япаласен куравĕ» тесе ят патăм. Вĕсем нихăçан та манăçмаççĕ. Кашни япалан хăйĕн историйĕ», - каласа парать Геннадий Михайлович. Вăл çак курава ахальтен уçман. Хисеплĕ таврапĕлÿçĕ декабрĕн 5-мĕшĕнче 80 çул тултарать. «Геннадий Михайлович чунĕпе чылай çамрăк. Унра мĕн чухлĕ вăй-хал тапса тăрать. Вăл ăçта каять, унта хăй хыççăн ырă йĕр хăварать», - тет ветерансен хорĕн солисчĕ Клавдия Степанова. «Эсир яланах шыравра. Пĕр вырăнта тăмастăр. Пурне те пулăшатăр. Çакăншăн Сире питĕ пысăк тав», - терĕç Анатолий Платоновпа Валериан Николаев пĕлĕшсем. Вĕсем ентешпе малашне те тачă çыхăнура пулассине пĕлтерчĕç.

     Кураккассинчи «Тарават» пултарулăх ушкăнĕ ĕлĕкхи юрăсем шăрантарсан Геннадий Михайловичăн куçĕсем шывланчĕç. Вăл амăшĕ çак юрăсене пĕлнине, хăнана кайсан яланах юрă пуçланине каларĕ. «Ветеран» халăх хорне тата «Тарават» пултарулăх ушкăнне, килнĕ хăнасене тав турĕ. Курава йĕркелеме пулăшнăшăн районти литературăпа таврапĕлÿ музейне кĕнекесем парнелерĕ.

     Манăçа тухнă япаласен куравĕ - иртнипе малашлăха пĕрлештерекен каçă. Геннадий Михайлов кунпа çеç чарăнса ларасшăн мар-ха. Çитес çул энциклопедисемпе словарьсен куравне йĕркелесшĕн.

 

Вера Морозова

Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Аликовский литературно-краеведческий музей" Аликовского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Переход на новый сайт 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика