">
Сайт МБУК "Районный литературно-краеведческий музей" Аликовского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Переход на новый «сайт»

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ăсчахсем Элĕкри этнографи лапамне çитсе курчĕç

16:31 20 октября 2016 г.

Чăваш наци конгресĕн пайташĕсем гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ăсчахĕсемпе пĕрле хамăр республикăри культурăпа туризм маршручĕпе паллашас тĕллевпе çула тухрĕç. Тата кĕр мăнтăрĕпе тухăçа шутлаççĕ тенĕ пек, конгресăн "Чăваш ялĕ" комитет председателĕ Эдуард Бахмисов, юлашки икĕ çулта комитет тăрăшнипе тунă ырă пулăмсемпе наука ĕçченĕсене вырăна тухса паллаштарма шут тытрĕ.

     Çулçÿреве Виталий Станьял, Виталий Иванов, Леонид Петров, Алексей Леонтьев паллă ăсчахсем, Юрий Викторов искусствовед, Евгений Михайлов археолог тата ытти наука ĕçченĕсем хутшăнчĕç.

     Çула тухнисем малтан Шупашкар районĕнчи Янăш шкулне çитрĕç, унта ачасене пĕлÿ пухма еплерех хăтлă условисем туса панипе паллашрĕç.

     Малалли çул Элĕкелле выртрĕ. ЧНК «Чăваш ялĕ» комитет председателĕ Эдуард Бахмисов ăсланипе тата ертсе пынипе Элĕк салинчи кану паркĕнче уявсем йĕркелеме "Сÿнми аваллăх лапамĕ" туса лартнă. Ăсчахсем кунти çĕнĕ этнографи комплексĕпе паллашнă май, кĕске вăхăтрах элĕксем мĕнле пысăк ĕç тунине асăрхамасăр иртеймерĕç.

     Шупашкартан çитнĕ хăнасене Элĕк район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Лидия Никитина кĕтсе илчĕ. Виталий Филиппов таврапĕлÿçĕпе пĕрле вĕсем ку тăрăхри вуникĕ ял поселенийĕн историйĕ çинчен каласа пачĕç. Çĕнĕ музея çакна шута илсе ăсталанă иккен.

     "Эсир пирĕн музейăн пĕрремĕш турисчĕсем, пирĕн районпа паллашма хăнасем нумайрах килсе çÿрессе эпир чунтан кĕтетпĕр",- терĕ Лидия Михайловна, Эдуард Бахмисова хастар пулнăшăн Хисеп хучĕпе чысланă май.

     "Элĕкри хулаш питĕ килĕшÿллĕ, хăтлă. Ку вăл тăван халăхăн аваллăхне, паянлăхне тата пуласлăхне кăтартакан вырăн. Халĕ çĕнĕ те вăл, хитре. Унăн хитрелĕхне малашне çухатас мар тесен, ăна пăхас, пуянлатас пулать. - Çапла пĕр çын, тепĕр çын, ушкăн тăрăшнипе, республика ертÿлĕхĕ, вырăнти ертÿлĕхсем ăнланнипе эпир ытти халăхсемпе тан çĕкленсе пыратпăр", - терĕ паллă таврапĕлÿçĕ, ăсчах Виталий Петрович Станьял Элĕкри этнографи лапамне пăхса çаврăннă май.

 

 

 

ЧНК пресс-службин ертÿçи Зоя Яковлева.

Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Аликовский литературно-краеведческий музей" Аликовского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Переход на новый сайт 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика