Культура Мариинско-Посадского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Сире савса паян юрлаптăр» концерт программи

09:30 11 марта 2020 г.

Пуш уйăхĕн 8 – мĕшĕ -  пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ. Çак уявпа  пурте хăйсен юратнă мăшĕресене, амăшĕсене, аслăмашĕсене, кукамăшĕсене, аппăшĕ-йăмăкĕсене саламлаҫҫĕ..
 Йăлана кĕнĕ пекех  ҫак кун пĕтĕм ял-йыш Ваҫликасси ялĕнчи культура ҫуртĕнче «Сире савса паян юрлатпăр» ятлă савăнаҫлă концерта пуҫтарăнчĕҫ  Чи малтанах ҫак илемлĕ ҫуркуннехи уявпа культура ҫурчĕн культорганизаторĕ Кудряшова И. Г. саламларĕ.  Вăл залра ларакансене сывлăх, вăрăм кун – ҫул, телей, ăнаҫу сунчĕ.
Концертра ҫĕнĕ ташăсем, юрăсем пулчĕҫ. Вĕсем курса ларакансене пите савăнтарчĕҫ, хăйсен савăнаҫне вĕсем кашни ташă хыҫҫăн, кашни юрă хыҫҫăн тăвăллăн алă ҫупса палăртрĕҫ. Кĕҫĕн ачасен ушканĕ ялти сцена ҫине пĕрремĕш хут ҫĕнĕ программăпа  - фольклорпа тухрĕ. Куракансене вĕсем «Кĕтуре» вăййа кăтартрĕҫ. Концерт пурне те пите килĕшрĕ, куракансем килĕсене савăнăҫлă кăмăлпа кайрĕҫ.

Культура Мариинско-Посадского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика