Культура Мариинско-Посадского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Масленица в Вурманкасах.

09:25 11 марта 2020 г.

«ЭХ, ҪĂВАРНИ, ҪĂВАРНИ…»
Ырă йăла-йӗркене пурнăҫа кӗртсе пырса ҫуркуннен пӗрремӗш кунӗнче Ваҫликасси ялӗнче мӗн-пур халăх: ватти те, вӗтти те, ҫамрăкки те пурте ялти лавка умне Ҫăварни уявне пуҫтарăнчӗҫ. 
Ҫăварни чăвашсен авалхи уявӗ шутланать. Ăна пӗтӗм ял-йыш пӗр вырăнта кӗтсе илнӗ, пӗр вырăнта ăсатса янă. Халӗ вара ҫăварни «Хӗле ăсатнипе» пӗрлешсе каять. Кăҫал вăл пуш уйăхӗн 1-мӗшне лӗкрӗ.
Ҫак кун пирӗн ялта та савăнăҫлă ҫăварни вăййисем иртрӗҫ. Ял- йыш ку уява питӗ хаваслăн кӗтсе илчӗ. Ваҫликасси культура ҫурчӗн ҫумӗнчи ачасен ташă ушкăнӗсем ял-йыша илемлӗ ташăсем парнелерӗҫ. Йăла-йӗркене пăсмасăр пурте пӗрле Ҫăварни юрри юрларӗҫ, вăйăсем вылярӗҫ вӗри икерчӗпе чей ӗҫрӗҫ. 
Уяв чи палăрнă самантпа вӗҫленчӗ. Ҫунакан ҫăварни карчăкӗ ҫине йăвачă пăрахрӗҫ, ун урлă сикрӗҫ. Уяв саванаҫлă кăмăлпа иртрӗ, пурте пӗрле чăваш ташши ташларӗҫ.

Культура Мариинско-Посадского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика