Культура Мариинско-Посадского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Петр Белов Сĕнтĕрпуç ял хутлăхĕнчи çынсене концертпа савăнтарчĕ

10:43 16 декабря 2019 г.

Раштав уйăхĕн 14- мĕшĕнче Сĕнтĕрпуç культура Çуртĕнче ялти чи хастар çыннăн Белов Петр Александровичăн пултарулăх концерчĕ иртрĕ. Çак уява вăл 50 çулхи сумлă  юбилейне халалларĕ. Вăл Сĕнтĕрпуç ялĕнче çуралса ӳснĕ, мăшăрĕпе ывăлпа хĕр çитĕнтереççĕ. Петр Александрович «Мария» лавкка тытса тăрать, арăмĕ Сĕнтĕрпуç ял хутлăхне ертсе пырать. Иккĕшĕ те кирек мĕнле ĕçе те чун-чĕререн пурнăçлаççĕ,  Сĕнтĕрпуç ял хутлахĕнчи çынсен пурнăçне çулсерен  лайăхлатма тăрăшаççĕ.

Петр Александрович ял  хуçалăх институтĕнче вĕреннĕ чухнех  юрăсем çырма тытăннă. Вăл сцена çине тухсанах залра ларакансем алă çупма пуçлаççĕ. Унăн юррисем чĕрене пырса тивеççĕ. Ара, вăл хăех çырать-çке вĕсене. Тĕрĕссипе каласан, кĕввине тата юррине кура çыннăн кăмăлне пĕлме пулать.  Петр Николаевич Андреев (Çера Пети)  поэт çырнă «Юратнă тăван ялăм» сăвăпа Петр Александрович юрă кĕвĕленĕ. Çак юрра вăл Пуснаркасси ялĕнчи çынсене халалласа юрларĕ.

Унăн  юррисем халăха питĕ килĕшеççĕ. Юрă кăна юрламасть пирĕн артист тĕрлĕ сăнарсем калăпласа выляма та, чăваш халăх юррисепе ташшисене юрласа ташлама та  питĕ ăста.  Вăл мĕнле те пулин  сăнар выляма тытăнать кăна куракансен сăн-пичĕсем кулăпа  çиçеççĕ. Вăл хăйне евĕрлĕ питĕ пултаруллă çын пулни куçкĕрет

Пултарулăх каçне Виктор Шамбулин çамрăк артист та хутшăнчĕ. Вăл хăйĕн юррисемпе, шӳчĕсемпе халăха савăнтарчĕ. Тутар кассинчен килсе çитнĕ «Белара» ташă ушкăнĕ, Егорова Валерия  тата Андреева Светланăпа Осипова Фаина  тĕрлĕ халăх ташшисемпе савăнтарчĕç куракана. Галина Чалкова хăйĕн  янăравлӑ сассипе тĕрлĕрен юрăсем шăрантарчĕ. Куракансем вара май килнӗ таран артистсене алă çупса хавхалантарчӗç.

     Сĕнтĕрпуç ял хутлăхĕнчи çынсем Петр Александровичăн пултарăх концерчĕ пысăк шайра иртнине палăртрĕç. Ял халахĕ тулли кăмăлпа артистсене тав туса килĕсене саланчĕ.

Культура Мариинско-Посадского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика