Культура Мариинско-Посадского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Сĕнтĕрпуç культура Çуртĕнче "Анне эс чи юратни" концерт программи иртрĕ

16:28 02 декабря 2019 г.

Анне пурри — телей,

унран пахи никам та çук.

Анне пире чун панă,

ăса вĕрентнĕ, ĕçе хăнăхтарнă,

пурнăç çулĕ çине тăратнă.

Ун умĕнче пуçа таятпăр.

 

 

Аннене çулталăкăн пĕр кунĕнче çеç мар, яланах савăнтарма тăрăшмалла. Çывăх çыннăмăрсене савăнтарма нумай кирлĕ мар иккен. Вĕсем хаклă парнешĕн мар, саламлама манманшăн, юратнине пĕлтернĕшĕн хĕпĕртеççĕ. Çак тĕллевпе чӳк уйăхĕн 30-мĕшĕнче Сĕнтĕрпуç культура Çуртĕнче аннесен кунне халалланă «Анне эс  чи юратни»   уяв концерчĕ иртрĕ. Уява уявлама вӗттинчен пуҫласа ватăсем таранах пухăнчĕç. Уяв паллах юрă – кĕвĕсĕр иртмест. Хăйсен çепĕç сассисемпе ачасен «Веселые нотки» ансамблĕн солисчĕсем: Михайлова Ю., Чалкова П., Иванова Т., Кондратьева А., Федорова А. юратнă çыннăмăрсене юрăсемпе саламларĕç. Виçĕ çултан иртнĕ Мирослава Тарасова хăйĕн пиччĕшĕпе Владиславпа «Все ли можно сосчитать» юрăпа савăнтарчĕç куракансене. Ачасен  «Сюрприз» ташă ушкăнĕ уяв программине ташшисемпе  илем кӳчĕ.   Уяв концерчĕн ертӳçисем Александрова Регина, Демьянова Анна, Никонорова Анна чăвашла питĕ ăста ертсе пычĕç уяв программине.   

   Малалла курма килекенсене Петр Белов, Юля Клментьева солистсем,  çамрăксен эстрада ансамблĕ тата «Сĕнтĕр» халăх фольклор ушкăнĕсем хавхалантарчĕç. Вӗсем хăйсен  ташши-юррисемпе уява илем кӳчĕç, шӳтлĕ сценкăсемпе халăха савантарчĕç. «Кăмăлăма ярам ирĕке» ярăмра  вара куракансем хăйсен амăшĕсене, тăванĕсене  уяв ячĕпе чун-чĕререн тухакан чи çепĕç те ырă самахсемпе  салмаларĕç. Çак уяв концерчĕ пирĕн аннесемшĕн чуна пырса тивекен, кăмăла çĕклекен парне пулса тăнине шанас килет. Хаваслă та тулли кăмăлпа саланчĕ ял-йыш уявран. 

                                                       Сĕнтĕрпуç культура Çурчĕн заведующийĕ Соловьева Г.В.

 

Культура Мариинско-Посадского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика