Культура Мариинско-Посадского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » "Аннесем - уяв ячĕпе! в Сотниковском СДК.

09:36 25 ноября 2019 г.

  Савăнса кĕтсе илетпĕр
                   Аннесен уяв кунне,
                   Пирĕнтен илсемĕр тетпĕр
                   Парнине те саламне.
                   Вĕсене халь чыс тăватпăр,
                   Парнелетпĕр чечексем,
                   Ыр сунса сăмах калатпăр:
                   – Сывă пулччăр аннесем!
 
       Ыра кăмăллă аннесене, ăшпиллĕ асаннесемпе кукамайсене, Аннесен кунĕ ячĕпе чун-чĕререн тухакан çĕр çинчи чи ырă, ăшă, çепĕç сăмахсемпе саламлама пуçтарăнчĕç  Турханкасси ялĕнчи культура Çуртĕнче.  Уяв тăршшĕпех куракансен  сăн- пичĕсенче хĕвел шевли вылярĕ, чунecенче те савăк кăмăл хуçаланчĕ  тейĕн. 
      Пĕрин хыççăн тепри васкарĕç сценă çине культура Çурчĕн çумĕнчи коллективсем. Вĕсем куракансене юрă- ташăпа кăна мар, шýтлĕ камитсемпе те тĕлĕнтерчеç . Анне ăшшине, юратăвне , ырлăхне туйма пултарчĕç куракансем кашни юрă căмахĕсенче.
       Уйăх пек çутă кун-çул, çурхи хĕвел пек ырă кăмăл, чăваш юманĕ пек çирĕп сывлăх, тапса тăракан çăлкуç пек иксĕлми телей сунса сывпуллашрăмăр куракансенсемпе. 

Культура Мариинско-Посадского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика