Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Иртнĕ кунсенче Ураслкилт салинчи çынсене «Çавра сĕтел йĕри тавра» тĕлпулăва культурă çуртне йыхравларĕç

11:39 08 октября 2018 г.

Иртнĕ кунсенче Ураслкилт салинчи çынсене  «Çавра сĕтел йĕри тавра» тĕлпулăва культурă çуртне йыхравларĕç. Çак тĕлпулăва халăх йышлă пухăнчĕ. Ку уяв вара икĕ уява пĕрлештерсе, ватăсене тата тивĕçлĕ канури учительсене чысласа иртрĕ. Уявра культурă çурчĕ çумĕнчи "Çăлкуç" фольклор ушкăнĕ концерт лартса пачĕ. Пĕр пĕринпе пуçтарăнса курнăçса, чунĕсене уçса калаçса ларни те, тем пекех паха. Пĕччен тăрса юлнă ватăна ăшă сăмахран хакли мĕн пур-ши? Уяв малалла тăсăлнă май Васильева Антонина Николаевна ,ветеран-педагог, пушă тунсăх вăхăтра хăй хайланă сăввисемпе паллаштарчĕ . Чăннипех те чĕре витĕр шăранса тухнă кашни сăмахĕ чуна пырса тивет. Талантлă та, ырă-кăмăллă педагог-ветеран паянхи куна та пурнăç таппинчен юлмасть. Вăл пĕлмен юрă çук та пулĕ. Радио итлеме юратать, иртекен конкурссем çине те час часах хурав парать. Пĕрре мар тĕрĕс хурав парса парнесене те тивĕçнĕ. Культура ĕçченĕсене те сĕнÿ канашпа пулăшса пырать . Акă пĕлтĕр район шайĕнче иртекен конкурсра «Çĕр аннемĕр» рольне калăпларĕ. "Çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх, пирĕнпе яланах пĕрле пулăр, эсир пулсан-пире те çăмăлрах"- тесе вĕçлерĕ уява культура çуртĕн пултарулăх ертÿçи  Н.В. Кадеева.

Автономное учреждение «Централизованная клубная система» Аликовского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика