Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Элӗк пики-Раççӗйри чи çепӗс чӑваш пике!

15:46 28 ноября 2016 г.

Мĕн тĕрлĕ конкурс çук пулĕ пикесем валли çак çутă тĕнчере! Раççей пики, Европа пики, Ази пики, Тĕнче пики, Чăваш пики. Кăçал Пĕтĕм Раççейри «Чăваш пики» конкурс Чăваш наци конгресĕ йĕркеленипе Чăваш Республикин Культура министерстви пулăшнипе пирĕн республикăра улттăмĕш хут иртрĕ.Çак конкурсра хапăл туса йыхрава йышăнса Ханты-Мансийск тата Ямало-Ненецк автономиллĕ тăрăхсенчен, Мурманск хулинчен, Самара, Чĕмпĕр, Тюмень облаçĕсенчен, Тутар, Пушкăрт, Крым тата Чăваш Республикин тĕрлĕ ял-хулинчен чи чипер хĕрсем килсе çитрĕç. Вĕсем чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче, шăматкун Шупашкарти филармонине хăшĕ чи пултарулли, чи ăсли, чи вăр-варри, чи хÿхĕммине кăтартас кăмăлпа «Раççей чăваш пики» конкурса пуçтарăнчĕç. Конкурсăн кунне те ахальтен мар çак кун суйласа илни те паллă, чÿк уйăхĕн юлашки вырсарни кунĕ Раççей президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн Пĕтĕм Раççейри аннесен кунĕ. «Раççей чăваш пики» конкурса Чăваш Республикин Культура, национальноçсен тата архив ĕçĕн министрĕ Константин Яковлев, Вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов уçрĕç. Константин Геннадиевич пухăннисене уявпа саламларĕ, чăваш пикисене маттур та пултаруллă пулнишĕн тав турĕ, конкурсра пурне те ăнăçу сунчĕ. Вĕренÿ тата çамрăксен политикине тимлекен министр Юрий Исаев та Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен Шупашкара çитнĕ хĕрсене хамăр культурăна, йăла-йĕркене, чĕлхене манманшăн, малалла аталантарма пултарнăшăн чĕререн тав турĕ, паллах пурне те пултарулăхне ку конкурсра тивĕçлĕ шайра кăтартма сунчĕ. "Юлашки вăхăтра Вĕренÿ министерствипе Чăваш наци конгресĕ пĕрле самай пархатарлă ĕçсем турĕç. Пĕрле йĕркеленĕ "Чăвашлăха аталантаракан чи лайăх шкул" республика шайĕнчи конкурс та çÿллĕ шайра иртрĕ",- терĕ Юрий Николаевич. ЧНК президенчĕ Николай Угаслов хăйĕн салам сăмахĕсенче уйрăмах Чăваш Ен тулашĕнчен çитнĕ çамрăксене тата вĕсене конкурса хатĕрленĕ аслисене, регионсенчи чăваш наципе культура автономийĕсен ертÿçисене тимлĕх уйăрчĕ. Вĕсене тĕрлĕ наци çыннисем хушшинче çухалса кайманшăн, хамăр культурăна чи çÿллĕ шайра тытса пыма пултарнăшăн чунтан тав турĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвне те регионсенче чăвашлăха аталантарас енĕпе ырми-канми ĕçлекенсем: Самар тăрăхĕнчи чăваш наципе культура автономийĕн ертÿçи Людмила Павлова тата Оренбург тăрăхĕнчи Грачевски районĕнчи чăвашсен пĕрлешĕвĕн ертÿçи Николай Рыбаков тивĕçрĕç. «Раççей чăваш пики-2016» конкурсра хĕрсен пултарулăхне пурĕ пиллĕк тупăшура хакларĕç: хăйсемпе паллаштарасси, ăс-хакăл конкурсĕ, пултарулăх конкурсĕ, чăваш-апат çимĕçне хатĕрлесси, чăваш тумне илемлĕ кăтартасси. Тÿресем хушшинче хореографсем, профессиллĕ юрăçсем, культурăра, влаç тытăмĕнче тăрăшакансем пулчĕç. Вĕсем хĕрсен пултарулăхне тивĕçлĕ хаклама тăрăшрĕç. Чăн та, регионсемпе (11 тулай чăваш пики) Чăваш Ен районĕсенчи тупăшусенче çĕнтернĕ чăваш чиперккисем пĕринчен тепри маттуртарах пулчĕç. Залра ларакансем пикесен илемĕпе, сăпайлăхĕпе, хăйсене сцена çинче сумлă та тивĕçлĕ тытнипе тĕлĕнсе кăна ларчĕç. Тата каласа хăвармалла, «Раççей чăваш пики» конкурса тивĕçлĕ шайра ирттерес тесе Чăваш наци конгресĕн хастарĕсем самай тăрăшни куçкĕрет. Пурĕ вăтăрпĕр чиперкке пултаруллăхне тĕрлĕ енлĕ хаклама тиврĕ жюри пайташĕсен тата паллах филармони залне пуçтарăннисен. Паллах, ку самай нумай вăхăт йышăнчĕ, анчах та пурте мĕн вĕçĕчченех чăтăмлăн кĕтрĕç, кашни пикешĕн чунтан пăшăрханчĕç. Мĕн калас килет, çамрăксем ( регионсенчен килнисем те) тăван чĕлхепе илемлĕ те тĕрĕс калаçни, тавра-курăмĕ анлă пулни, хамăрăн культурăпа историне пĕлни, сцена йĕркине пĕлсе хăйсене ирĕклĕ тытни конкурсра уçăмлăн палăрчĕ. Çакна «Раççей чăваш пики-2016» конкурса пĕтĕмлетнĕ май Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Федорович Угаслов та палăртрĕ. Тÿресене чи маттур чиперккесенчен чи чи чи пултаруллине палăртма мĕнлерех кăткăс пулчĕ тата. Çапах та, кашни тупăшăвăн балĕсене шутласан, Тутарстанри Çĕпрел районĕнчен килнĕ Ксения Романована çитекенни пулмарĕ. Вăл пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Регионсенче чăваш культурине çамрăксен хушшинче юлашки вăхăтра анлă сарни иккĕмĕш вырăна та тулайран килнĕ пике, Пушкăрт Республикинчи Елена Садыкова çĕнсе илнинчен паллă пулчĕ. Пĕтĕм Раççейри чăваш пикисен конкурсĕнче виççĕмĕш вырăна тата «Чи хÿхĕм пике» номинацие çĕнсе илме вара Крым чăвашĕсемшĕн тупăшнă Ксения Сергеева пултарчĕ. Çавăн пекех тÿресем палăртнă тăрăх, «Куракансем кăмăлланă пике» сумлă ята Канаш районне хÿтĕлекен Мила Яковлева, «Çепĕç пике» ята Элĕк чиперкки Нелли Львова, «Ăс пике» пулма Пушкăрт Республикинчи Октябрьски хулинчен çитнĕ Дарья Степанова тивĕçрĕç. Чăваш наци конгресĕ йышăннă тăрăх «Раççей чăваш пики-2016» конкурса «Чăваш Ен тулашĕнчи чи пултаруллă пике» тепĕр çĕнĕ номинаци кĕртрĕç. Ку ята вара регионсенчен килнĕ икĕ хĕр: Чĕмпĕр тăрăхĕнчи Ангелина Адамовапа инçетри Ямалпа Ненец автономинчи Муравленко хулинчи чăваш пики Екатерина Сафронова çĕнсе илме пултарчĕç. Пĕрремĕш вырăншăн – 30 пинлĕх, иккĕмĕшшĕн – 20 пинлĕх канма каймалли путевка палăртнă.

Автономное учреждение «Централизованная клубная система» Аликовского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика