Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Новости » Чун - чěре варрине вырнаçнă чăваш чěлхи, чăваш тěрри

09:47 13 декабря 2023 г.

Раштав уйăхĕн 12 –мĕшĕнче, Вăрман-Ҫĕктерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта, Вăрман-Ҫĕктер ял  вулавĕшĕн  çамрăк вулаканĕсемпе Чăваш патшалăх культурăпа ÿнер институтĕнче халăх пултарулăх кафедрин ертÿçи пулса ĕçлекен,педагогика  наукисен кандидачĕ ,доцент, Чăваш Республики культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Раиса Михайловна Васильевăпа тĕл пулу иртрĕ.

Малтанах Раиса Михайловна хăйĕнпе паллаштарчĕ, Культура институчĕ çинчен каласа пачĕ. Вĕренекенсем  пĕтĕмĕшле пĕлÿ илнĕ хыççăн института вĕренме кĕрсен алла мĕнле професси илме пулни çинчен тĕплĕн ăнлантарчĕ, йыхравларĕ. Кайран чăваш тĕррине авал мĕнле тĕрленине, тĕрлĕ техники  ĕмĕртен ĕмĕре мĕнле аталанса пынине, историне   кĕскен каласа кăтартрĕ. Тĕлпулу малалла пынă май хăĕн, тата институтра вĕренекен студентсен  паянхи тата  диплом   ĕçĕсемпе паллаштарчĕ. Ачасене уйрăмах кĕрÿ тутри, качча каякан хĕр пĕркенчĕкĕ, сурпан,тата ытти те питĕ килишрĕ,вĕсен хăйсен те çавăн пек илемлĕ тĕрлеме вĕренес кăмăл çуралчĕ. 

Муниципальное бюджетное учреждение «Централизованная библиотечная система» Чебоксарского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика