Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Новости » "Туслăх хĕлхемĕ-2016"

11:23 08 апреля 2016 г.

Акан 7-мĕшĕнче Шупашкар район тĕп библиотекинче  чăваш наци культурин "Туслăх хĕлхемĕ-2016" фестивалĕ иртрĕ. Кунта капăр тум тумланнă 17 шкул ачи хăйĕн тавракурăмĕпе юрра-ташша ăста пулнине кăтартма пуçтарăннă, хăй çырнă сăввисене вуласа парас кăмăллисем те пур.

Фестивале Шупашкар районĕнчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенесен методика пĕрлешĕвĕн ертуçисем Е.А.Майковпа А.В.Ишова уçрĕç. Вĕсем вĕренекенсене çивĕч ăмăртура пĕтĕм вăя хурса тăрăшма каларĕç. Тăрăшма сăлтавĕ те пур - чи маттуррисем - чăваш тата вырăс шкулĕнчен пĕрер ача Шупашкар район чысне хÿтĕлеме Шупашкара каймалла. Аса илтерчĕç - иртнĕ икĕ çул хушшинчи районта тата республикăра  Кăшавăш шкул вĕренекенĕсем çĕнтерсе Хура тинĕс хĕрринчи "Орленок" лагере кайса канса килчĕç (вĕрентекенĕ - Е.А.Майков). Е.В.Христофорова методист та, районти  библиотекăн ертÿçи Галина Львовна та çавăн пекех конкурсантсене ăнăçу сунчĕç.

Фестиваль йĕркипе килĕшÿллĕн ачасен ÿкерес ăсталăхне аталантарас тĕллевпе "Шевле" конкурс та çак фестиваль программинех кĕрет. 15 ытла ĕç тăратнă, тематика пĕрре - чăваш литературинчи хайлавсем тăрăх тунă ÿкерчĕксем, вĕсем пурте  "Ĕç çынни çулталăкне" халалланисем. И.А.Казакова, Кÿкеçри ача-пăча пултарулăх центрĕн педагогĕ, ертсе пыракан жюри членĕсем çакăн пек пĕтĕмлетÿсем турĕç -  пĕрремĕш вырăнта  - Кириллов Иван (8 класс) Çĕньял-Покровскинчи вăтам шкул - В.Элпин "Аппапа пĕрле" калавĕ тăрăх тунă ÿкерчĕк; иккĕмĕш вырăнта - Александрова Дарина (7 класс) Толик-Хураскинчи вăтам шкул - А.Воробьев "Çăкăр" сăвви тăрăх тунă ÿкерчĕк; Козлова Анна (7 класс) Вăрман-Çĕктерти вăтам шкул - А.Артемьевăн "Салампи" повеçĕ тăрăх тунă ÿкерчĕк; виççĕмĕш вырăнта - Крылова Марина (9 класс) Вăрман-Çĕктерти вăтам шкул - А.Артемьевăн "Симĕс ылтăн" повеçĕ тăрăх тунă ÿкерчĕк; Иванова Евгения (6 класс) Ишекри вăтам шкул - И.Лисаевăн  "Чире парăнма çуралман" калавĕ тăрăх тунă ÿкерчĕк.

Фестиваль пилĕк станципе иртрĕ. Чăваш чĕлхине лайăх пĕлнине те, тавçăруллă пулнине те кăтартрĕç шкул ачисем: "Чĕлхе - халăх мулĕ". "Ĕçне кура хисепĕ", "Чечеклен, аталан, тăван енĕм!". Тата тепĕр икĕ станцире ачасен "Илемлĕх тĕнчи", "Пирĕн пултарулăх" чăваш литературинчи классиксемпе юбилярсен сăввисене илемлĕ вуласси, вĕренекенсен хăйсем çырнă сăввисене вуласси, юрра-ташша маçтăр пулнине кăтартасси пулчĕ. Виçĕ сехете яхăн тăсăлчĕ çивĕч ăмăрту-кĕрешÿ. Жюри членĕсем çапла йышăнчĕç: чи малтан республикăна каякансене палăртрĕç - вĕсем çаксем: Александрова Анна (9 класс), Тутаркассинчи вăтам шкул (вĕрентекенĕ - А.В. Ишова), Власова Татьяна (8 класс), Салапайкассинчи шкул (вĕрентекенĕ - А.Е. Шишкина). Эпир çĕнтерÿçĕсене саламлатпăр, республикăра иртекен конкурсра çĕнтерме ăнăçу сунатпăр. Вырăс шкул программипе вĕренекенсем вырăнсене çаксем йышăнчĕç:

2 вырăнта - Петрова Виктория (Кÿкеç лицейĕ);

                  Куркина Юлия (Кÿкеç лицейĕ);

3 вырăнта - Петрова Анастасия (Атайкасси);

                   Мазикова Евгения (Кÿкеçри 1№ шкул);

                   Иванова Екатерина (Кÿкеçри 1№ шкул);

Чăваш шкул программипе вĕренекенсем вырăнсене çаксем йышăнчĕç:

2 вырăнта - Исакова Вероника (Çĕньял);

                  Соминова Ангелина (Вăрман Çĕктер);

3 вырăнта - Емельянова Валерия (Ишек);

                   Семенова Полина (Карачура).

  Юлашкинчен районти библиотека ĕçченĕсем шкул ачисене библиотекăпа тата кунта иртекен конкурссем çинчен каласа пачĕç. 2014-2015 çулсенче "Чи лайăх вулакан кĕнеке" выставкипе паллаштарчĕç. 

Муниципальное бюджетное учреждение «Централизованная библиотечная система» Чебоксарского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика