МБУ «ЦКС» Чебоксарского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Апаш клубĕнче черетлĕ премьера иртрĕ.

12:59 09 марта 2022 г.

Мартăн 5- че Апаш халăх театрĕ А. Сухан çырнă пьеса тăрăх « Ашкăнчăк инкесем» спектакль лартса пачĕ.

Палăртнă вăхăт çитнĕ май зал хуллен тулса пычĕ. Ял халăхĕпе пĕрле Шупашкар хулинчен те артистсен ĕçне хаклама Чăваш республикин Тава тивĕçлĕ артисĕ Кириллов Г.В.тата Шупашкар районĕн тĕп культура çурчĕн методисĕ Требухина В.А. килсе çитрĕç.

Тулли зал артистсене савăнтарчĕ те  хумхантарчĕ. Кашни сцена çине тухнă артист хăйне шанса панă сăнара  килĕшÿллĕн калăплама тăрăшрĕ. Спектакль пынă май куракансем юратнă артистсене алă çупса тата савăнăç куллисемпе хавхалантарса пычĕç.

Спектакль пĕтсен артистсене тăвĕллăн алă çупса çурхи чечексемпе, парнесемпе тав турĕç.

Çак кунах Апаш халӑх театрне СССР халӑх артисчӗ Б.А. Алексеев ятне парса сумларĕç. Театршăн ку пысăк чыс та мухтав. Артистсене малашне те ăнăçу, телей, сывлăх  сунатпăр.

Муниципальное бюджетное учреждение «Централизованная клубная система» Чебоксарского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Администрация Главы Чувашской Республики

\\www.cap.ru\93$\  

Охрана труда в Чувашской Республике

Официальный сайт Правительства РФ   Официальный сайт Правительства РФ Сайт Президента РФ Полномочный представитель Президента РФ

Национальное радио Чувашии

СМИ Чувашии

Интернет-вещание Чувашской Республики

РИА Новости Приволжье

 

 
 

 Чат «Город над Волгой»

Культурный провайдер Чувашии  
 

www.yandex.ru
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика