09:59 09 марта 2017 г.
Ҫӗр ҫинчи этемлӗхӗн чи илемлӗ, чи черчен те илӗртӳллӗ пайне - хӗрарӑмсене халалланӑ уява Кӑшавӑшри культура ҫуртне халӑх питӗ йышлӑ пухӑнчӗ. Вырӑнти артистсен пултарулӑхне хаклама ку тӑрӑхра пурӑнакансем кирек хӑҫан та хапӑл. Ку хутӗнче вара курма пухӑннисен йышӗ кӳршӗ поселенинчен пуҫтарӑнса килнӗ хӑнасемпе те пуянланчӗ. Ҫакӑн сӑлтавӗ ансат: сцена ҫине паян шкулта вӗренекенсем тата «Калинушка» ача сачӗн пепкисем те хӑйсен ҫӗнӗ юрри- ташшипе савӑнтарма тухӗҫ. Вӗсене пӑхса киленме ашшӗ- амӑше ҫеҫ мар, кӳрши–арши те ҫулсем начаррине пӑхмасӑрах васкарӗҫ.
Концерт программине культура ӗҫченӗсем яланах ҫӗнӗлӗхсем кӗртсе илемлетме тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫакна куракан чаршав уҫӑлса сцена ҫине 4 ертсе пыракан тухсанах асӑрхарӗ. Уява кам ертсе пырасси пирки «хӗрсе кайса тавлашакансене» пулӑшма ача сачӗнчи чи пӗчӗк шӑпӑрлансем васкарӗҫ: пуканесен ташшипе вӗсем аслисене «мирлештерчӗҫ».
Клубри кашни мероприятиех тухакансем уяв концертӗнче «Алтӑр ҫӑлтӑр» эстрада ушкӑнӗ ҫӗнӗ, ҫамрӑк юрӑҫсемпе пуянланнине кӑмӑллӑн асӑрхарӗ: Елена Фролова, Галина Петрова, Алексей Кузьмин хӑйсен пултарулӑхӗпе залра ларакана савӑнтарма пултарчӗҫ. Тепӗр ырӑ самант: ял поселенийӗнчи инвалидсен пӗрлешӗвӗн председателӗ, чылай ҫул «Калинушка» ача сачӗн ертӳҫинче тӑрӑшнӑ Елена Ильина ҫак кунсенче 75 ҫул тултарчӗ. Хастар та тӑрӑшуллӑ хӗрарӑма ял администрацийӗ, ӗҫтешӗсем, мӑнукӗсем саламларӗҫ, хисеп хучӗпе, парнесемпе чысларӗҫ.
Куракан кашни юрра тӑвӑллӑн алӑ ҫупса йышӑнни- культура ӗсченӗшӗн чи хаклӑ парне вырӑнне. «Кумушка», «Голубка», «Молитва матери», «Ласточка» юрӑсене уйрӑмах кӑмӑлларӗ залра ларакан. «Шурӑмпуҫ» фольклор ушкӑнне ҫӳрекен инкесем те хӑйсен ҫӗнӗ те илемлӗ юррисемпе уяв концертне илем кӳчӗҫ. Сцена ҫине пӗрремӗш хут тухнӑ ташӑсене мӗнле йышӑнни пирки вара калама та кирлӗ мар: кашни хӑйне евӗр сатур, илемлӗ. Тумӗсем ҫинче вара уйрӑммӑн чарӑнса тӑрас килет, ма тесен вӗсене ҫӗлетме ашшӗ-амӑшӗ те, культура ӗҫченӗсем те питӗ тӑрӑшрӗҫ, пӗрле пулса уява валли вун-вун костюм хатӗрлесе ӗлкӗрчӗҫ.
Муниципальное бюджетное учреждение «Централизованная клубная система» Чебоксарского района Чувашской Республики