08:51 27 февраля 2017 г.
Нарӑсӑн 22-че, Апаш клубӗнче, Апаш халӑх театрӗ Н. Угарин çырнӑ «Юнланнӑ пӗркенчӗк» спектакль премьерине кӑларчӗ.
Артистсен хумхануне, хӑйсен сӑнарӗсене халӑх патне тӗрӗс те тулли кӑмӑлпа çитерме мӗн чул вӑй-хал чунран кӑларнине виçӗ сӑмахпа та каласа параймӑн.
Кӗтнӗ вӑхӑт çитрӗ, чаршав хуллен уçӑлнӑ май хаваслӑ кӗвӗ янра пуçларӗ.
Ырӑ та çутӑ пурнӑç çамрӑк çынсене (Игорьпа Аньӑна) ним япӑххи çинчен те систермест. Анчах та Аньӑн малтанхи йӑнӑш тунӑ утӑмсем пурнӑç кустӑрмине пачах та кӗтмен çӗртен урӑх енелле пӑрса яраççӗ. Юлашкинчен яла хӗр патне килнӗ, халь çеç прапорщика вӗренсе тухнӑ Игорь пурнӑçӗ вӑхӑтсӑр татӑлать.
Сӑнарсене калӑплакансем:
Караççӑм - Владимир Борисов;
Елис - Елена Степанова;
Маруç – вӗсен хӗрӗ – Елена Федорова;
Аня - вӗсен кӗçӗн хӗрӗ - Елена Смородинова;
Ирина – вӗсен кинӗ – Галина Ланцова;
Игорь – хула каччи – Владислав Кириллов;
Костя – ял каччи – Сергей Смородинов;
Хветӱç – кӱршӗ хӗрарӑмӗ – Мария Иванова.
Тав сире пурне те хаклӑ артистсем! Хӑвӑр пултаруллӑхпа, тӑрӑшуллӑхпа эсир куракана хумхантартӑр, куççӱллентертӗр. Сире те хаклӑ куракан тӗрӗс ӑнланса, ура çине тӑрса « Браво!» тесе алӑ çупса тав сӑмахӗ каларӗ.
Сывлӑх, телей артистсене тата куракансене! Эсир пӗр-пӗрне юратни, пӗр-пӗришӗн хумханни пур енлӗн сисӗнчӗ.
Муниципальное бюджетное учреждение «Централизованная клубная система» Чебоксарского района Чувашской Республики