16:44 05 декабря 2016 г.
Иртнe шaматкун, декабрeн 3-мeшeнче Вaрман-Çeктер ял тaрaхне кeрекен Шупашкаркасси клубeнче Леонид Захаров ертсе пыракан "Шурaмпуç" пултарулaх ушкaнe хaйeсем сцена çине тухнaранпа 5 çул çитнине паллa турeç. Клуба кeрсессeнех пултарулaх ушкaнe çeнсе илнe тав хучeсемпе сaн ÿкерчeксен стенчeсемпе паллашма май килчe. Тулли залра Шупашкаркассисем кaна мар: Çÿлтикасси, Станъял, Атaлъял, Малти Ункaпуç, Хыркасси ял çыннисем те пухaннa. Уява клуб ертÿçи Любовь Иванова ертсе пычe.
Чи малтанах пухaннисем умeнче пысaк экран çинче РФ Кино çулталaкне тeпе хурса "Шурaмпуç чечекeсем" ятлa видеоролик кaтартрeç. Унта пултарулaх ушкaнeнчи маттур хeрарaмсем сaнланнa. Вырaнти депутатсем "Шурaмпуç" ушкaна малалла та халaха хaйсен пултарулaхeпе савaнтарма, çeнeрен те çeнe юрaсем шaрантарма сунчeç, парнесемпе те чысларeç. Чaваш хeрарaмeсен тумeсене тaхaннa юбилярсем шур акaшсем пек юрласа утса, сцена çине тухсассaн, пурте тaвaллaн алa çупрeç, вeсен кашни номерне халaх кaмaллaн кeтсе илчe. Унтан Çÿлтикассинчи Владимир Мартьянов ертсе пыракан "Палан", Малти Ункaпуçeнчи Родион Долгов ертсе пыракан "Ункa шевлисем" тата Атaлъялeнчи Кристина Семенова ертсе пыракан "Атaл хумeсем" пултарулaх ушкaнeсем илемлe юрaсем шaрантарчeç. Хыркассинчи 73-ри Роза Соловьевaпа çав çулсенчи Шупашкаркассинчи Галина Кириллова вара сцена çине пeчченшерeн тухса юрларeç. Уяв кeрекине вара, пeр харaсах 34-aн вырнаçрeç. Надежда Сумановaпа Роза Бычкова пурне те какай шÿрпипе хaналарeç. Савaк кaмaл, юрa-кeвe малалла сeтел хушшинче тaсaлчe.
Николай Смирнов, Атaлъял
Муниципальное бюджетное учреждение «Централизованная клубная система» Чебоксарского района Чувашской Республики